Пĕчĕк ялти пысăк чунлă староста

Категория: Публикации Опубликовано: 19.05.2023, 15:59 Просмотров: 438

Нăрваш Шăхаль территори пайне кĕрекен Апрушнай (Ясная Поляна) Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи пĕчĕк ялсенчен пĕри. Паян кунти 42 хуçалăхран тăххăрăшĕнче çеç çын кĕни-тухни паллă, каçсерен çутă çунать, сивĕсенче мăръерен тĕтĕм (газ кĕмен) тухать... Апла пулин те вăрман хĕрринчи илемлĕ вырăнта ларакан поселок кунта пурăнакансемшĕн чи хаклă пуянлăх, чи çывăх тăван кĕтес. Кăçалхи август уйăхĕнче ял пуçланса кайни 95 çул çитнине 18ăн çеç кĕтсе илеççĕ. Шел, ял-йыш ушкăнĕ пĕчĕкленсех пырать. Çапах та Апрушнайсем хăйсен ял менельникне аякри-çывăхри ентешсем, тăвансем, пĕлĕшсем пурте пуçтарăнасса, савăнăçа пĕрле пайласса шанаççĕ. Ял старости Григорий Шалтынов çирĕплетнĕ тăрăх ун пек мероприятие вĕсем яланах кар тăраççĕ.

Сăмах май каласан, кăçалхи ял юбилейĕнчех Григорий Николаевичăн савăнăçне те халăхпа пĕрле пайламалла пулĕ. Çак кунсенче çеç Чăваш Республикинчи муниципалитет органĕнче ĕçлекен чи лайăх старостăсен конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Патăрьел муниципалитет округĕнчи Нăрваш Шăхаль территори пайне кĕрекен Ясная Поляна поселокĕн старости Григорий Шалтынов - çĕнтерỹçĕсен йышĕнче! Вулаканăмăра унпа çывăхрах паллаштарма сăлтавĕ те пур.

Утмăл çула çывхаракан икĕ ача ашшĕ çак ялтах çуралса ỹснĕ. Анчах ачалăхĕ çăмăл иртмен. Тăватă çултах ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнăскер Патăрьелĕнчи шкул-интернатра çитĕнсе воспитани илнĕ. Çак вĕренỹ учрежденийĕнчен сакăр класс вĕренсе тухсанах Григорий Украинăри Красный Луч хулара слесарь-сантехник-газосварщик специальноçне вĕренсе алла илнĕ. Кайран çамрăк специалист икĕ çул Шупашкарта ĕçленĕ. Çапах та вăрман çывăхĕнчи ял сывлăшне хăнăхнă каччă хулана юлман, ун хыççăн тỹрех тăван тăрăхах таврăннă. Малтанах "Труд" хуçалăхра трактористра тăрăшнă, 2016 çултанпа Ясная Поляна поселокĕнчи клубра культорганизатор пулса ĕçлет.

Муниципалитет округĕнчи ытти хăтлă клубсемпе танлаштарсан кунти культура "вучахне" ĕçлеттерме, тытса тăма та çăмăл мар темелле. Çапах та хастар культорганизатор учреждени алăкĕ çинче пысăк çăра çакăнса тăнине кăмăлламасть. Клуб ялти пĕртен-пĕр социаллă объект-çке... Вăл кашни уяврах ял çыннисемпе пĕрле мĕнле те пулин мероприяти йĕркелеме, ватăсене (ытларах тивĕçлĕ канăва тухнисем пурăнаççĕ) кăсăклантарма, тепĕр чухне чуна уçса калаçса ларма, иртнине аса илме, субботниксем йĕркелеме клуба пуçтарать.

Культура ĕçченĕ кашни çынпа мĕнле тема хускатмаллине, кампа мĕнле ыйту сỹтсе явмаллине лайăх чухлать. Çакна шута илсех ĕнтĕ ăна ял старостине суйланă. Вунă çула яхăн туртать вăл обществăлла "лава". Хăйĕн тивĕçне чун-чĕререн, тĕплĕн пурнăçласа пырать. Ахальтен мар ĕнтĕ çак пĕчĕк ялтах халăх вăйĕпе чылай ĕç пурнăçланă: Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене чыс туса палăк лартнă, ял варринчех часовня уçнă, масар таврашне тирпейлесе картине улăштарнă, пĕрлехи вăйпах икĕ кỹлĕ чавнă, нумай йывăç лартнă тата ытти те. Çаксем пурте ял хастарĕсен вăйĕпе, тăван ялтан тухса кайнă ентешсен пулăшăвĕпе пулса пыраççĕ. Олег Хмелев, Петр тата Владимир Симуковсем, Петр Николаев тата ыттисем те ял хавалне хавшатасшăн мар, ăна çĕнетес, капăрлатас тĕллевпе кăмăлтан тăрăшаççĕ, час-часах тăван тăрăха килсе çỹреççĕ.

- Манăн ĕçе республика шайĕнче хаклани малашне тăван ял илемĕшĕн тата ытларах тăрăшма хистĕ. Çак хисеплĕ ят Ясная Полянăра пурăнакансемпе, кунтан тухса кайнисемпе пĕрле тăрăшса тивĕçнĕ сум тесе шутлатăп. Паллах, ялти тирпей-илеме тытса тăратпăр эпир, субботниксем те тăтăшах йĕркелетпĕр. Çапах та ял малашлăхĕ, унăн пуласлăхĕ те канăçсăрлантарать. Пирĕн тăрăха газ илсе çитерсенех пушă ларакан çуртсем çынсемпе тулĕç тесе шутлатăп. Мĕншĕн тесен кашни çулах çурт туянас текенсем килеççĕ, вырăнне, тавралăхне ытараймаççĕ, анчах каялла каяççĕ. Чунсенче çак сăлтавпа ырă хĕлхем çутасса эпир чăтăмсăррăн кĕтетпĕр,- тет ял старости хăйĕн шухăшне палăртса.

 Хальхи вăхăтра Апрушнайне çитме чăнах та йывăрлăх çук. Яла çитичченех ялта та асфальт çул. Халăх хавалĕпе паянхи кун урамсене тирпейлĕ тытса тăраççĕ. Акă, яла пырса кĕнĕ çĕрте староста йĕркеленипех каштан, кỹлĕ хĕррисене вара пан улми йывăççисем лартнă. Çурт умĕсенче те илемлĕ чечек-курăк ỹстерме тăрăшаççĕ. Урăхла каласан, хăйсенчен мĕн килнине пĕтĕмпех кăмăлтан пурнăçлаççĕ Апрушнайсем.

Альбина ЕГОРОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика