Ушкăнпа ĕç ăнать

Категория: Публикации Опубликовано: 19.05.2023, 15:59 Просмотров: 420

Вилнĕ тăванăмăрсене асăнма каймалли кун инçе юлмарĕ. Унччен чылай ялта масарсенче тирпей-илем тăваççĕ, хăрнă йывăçсене касаççĕ, унти çуртсене сăн кĕртеççĕ. Ĕçĕ пĕччен-иккĕн тумалли мар. Тата тăкакпа та çыхăннă. Ушкăнпа вара кирек хăш ыйтăва та татса пама пулатех.

Турхансенчен тĕслĕх илме сĕнес килет. Хăйсен пуçарулăхĕпе мĕн кăна тумаççĕ вĕсем. Ялти врач офисĕн тухтăрĕ Анатолий Кольцов ертсе пынипе волонтерсем кирек хăш ырă ĕçе те кăмăлтан пикенеççĕ. Çитĕнекен ăру аслăрах юлташĕсемпе килрен-киле çитсе палăртнă ĕç пирки сăмах пуçарать. Укçи-тенки те пухăнатех кун пек чухне. Кайран аслисем ĕçе пикенеççĕ. Ку хутĕнче те çаплах пулчĕ. Масар çинчи кивĕ çурта çĕнĕ сăн кĕртрĕç вĕсем. Тăррине улăштарчĕç. Тул енчен капăрлатрĕç. Паян-ыран чỹречисене лартаççĕ. Усă курма кирлĕ кĕреçесене хумалли вырăна тирпейлерĕç. Çурт умĕнчи картана улăштарчĕç, брусчатка сарчĕç.

 Ял халăхĕ иртен пуçласа каçчен, ĕçе вĕçличчен тăрăшса вăй хучĕ. Александр Лещев алли çăмăл пулчĕ. Патăрьел муниципалитет округĕн депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Сергей Манзуркин яланхиллех хастарлăх кăтартрĕ. Çула тирпейлеме хăйăр, вак чул турттарса тăчĕ. Николай Шуряков хăйĕн техникипе ĕçе хутшăнчĕ.

Кỹршĕсен ырă тĕслĕхне ыттисем те усă курчĕç. Тури Тăрмăш ялĕнче те пуçаруçăсем тупăнчĕç. Строительство материалĕсем туянма укçа пуçтарса çурта хăтлăх кỹртрĕç.

Хурама Твар ялĕнче карта тытрĕç. Кунта та масар çуртне тăвас ĕмĕтлĕ. Упамсасен тăрăшулăхĕ курăнать. Çитĕнекен ăрупа сахал мар ĕçлет Анатолий Кольцов. Маларах вăл волонтерсемпе муниципалитет округĕнчи кашни яла çитсе вĕсенче палăксене мĕнле шайра тытнипе интересленнĕччĕ. Ятарласа альбом тунăччĕ. Граждан тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçисенче пуç хунă ентешсене асăнса лартнă палăксене тирпейлесе тăракансемпе кăмăллă пулнăччĕ. Вĕлтĕрен е сар чечек ỹстерме пăхакансенчен тĕлĕннĕччĕ.

 Волонтерсемех Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсем валли гуманитари пулăшăвĕ янă çĕре те тỹпе хыврĕç.

- Кирек хăш пуçарупа та халăх патне тухма хирĕçлемест Анатолий Валентинович. Чылайăшне ачасене явăçтарать. Пурнăçланă ĕç савăнăç çеç кỹрет. Тав сăмахĕкалама та кăмăллă, - теççĕ ун пирки ялта пурăнакан аслă çулхи çынсем.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика