ТЕМИÇЕ çул каялла çеç Чăваш телевиденийĕпе шăпăрлансем валли кăтартакан "Çывăр, аптраман тавраш" кăларăма пĕчĕккисем каçăхса кайсах, сывламасăр тенĕ пек пăхса ларатчĕç. Унăн авторĕ - Марина Карягина тележурналист. Унтанпа вăхăчĕ самаях иртрĕ темелле, юмахри рольсене вылякансем те (вĕсем ытларах Кивĕ Ахпỹртрен пулнă) ỹссе çитĕннĕ, çемьеллĕ... Халĕ вара Раççейри Культура министерстви ыйтнипе Мускаври Александр Куприн режиссер пултаруллă та талантлă поэт, сценарист, драматург, темиçе кино авторĕ, чăваш пики Марина Федоровна телеертỹçĕ пултарулăхне хак паракан "Встречное течение. Амфистроф" фильм ỹкернĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕн паллă çыравçи пирки кун çути курнă кинона Шупашкарта майăн 30-мĕшĕнче 18 сехетре Çамрăксен театрĕнче курма пулать.Çавăн чухнех пултарулăх ушкăнĕ çĕнĕ кинона пахалĕ.
Ноябрь 2024 |