Пĕрле пулсан çĕнтерĕве çывхартма та çăмăл

Категория: Публикации Опубликовано: 25.05.2023, 08:01 Просмотров: 194

ПĔРЛЕ чухне асат та хуçаймĕ теççĕ ваттисем. Çавăн пек чухне çеç йывăрлăха парăнтарма та, çĕнтерĕве çывхартма та пулать. Патăрьел муниципалитет округĕнче пурăнакан ырă кăмăллă çынсем ятарлă Украинăри çар операцине хутшăнакан ентеш-салтаксем нацистсене тĕп туса хăвăртрах тăван яла таврăнччăр тесе волонтерсем урлă кирлĕ пулăшусене çитерсех тăраççĕ. Ырă чунлисем тăтăшах вĕсем валли кучченеçсем, кирлĕ таварсем ăсатаççĕ.

Акă, Алманчăри Николай Лукьянов маларах хăйсен çемйи ячĕпе вĕр çĕнĕ мотор пăчăкине çар ĕçĕнче усă курма парса янăччĕ. Хальхинче вара вĕсем кил хуçалăхĕнчи теплицăра пĕрремĕш хут пуçтарнă 100 килограмм хăярне Юрий Тинюков волонтер урлă черетлĕ гуманитари тиевĕпе ăсатнă. Çĕнĕ Ахпỹртри Дмитрий Цыганов вара салтаксене 3 тонна çĕрулми, Тутар Сăкăтĕнчи Ильяс Мухутдиновăн пекарьнинчи ăстасем кулинари çимĕçне пĕçерсе парса янă. Кăмăлтан сĕнекен кучченеçсемшĕн салтаксем пурне те яланах чун-чĕререн тав тăваççĕ, аякри тăвансен тимлĕхĕ вĕсене вăй-хăват хушнине, çĕнтерĕве çывхартма пулăшнине калаççĕ.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика