ÇУРАЛНĂ кун е ытти паллă мероприятинче чыс тăвакан чи хаклă та сумлă парне кĕнеке шутланать. Паян вара çывăх çынна е тăвана менельник ячĕпе асра юлмалла кĕтменлĕх тăвас текенсем Патăрьел муниципалитет округĕнче тухса тăракан "Авангард" хаçата çырăнса пама пултараççĕ. Мĕнрен япăх парне? Почтальонка илсе килсе паракан "чун апачĕ" сире хамăр тăрăхра пулса иртекен чи пĕлтерĕшлĕ хыпарсемпе, мухтавлă ентешĕмĕрсемпе, усăллă канашсемпе тата ыттипе те эрнере икĕ хут паллаштарать. Сăмах май каласан, пирĕн вулаканăмăрсем хушшинче çакăн пек пуçаруçăсем сахал мар. Вĕсем - ырă тĕслĕх.
Ноябрь 2024 |