Юлашки шăнкăрав - çĕнĕ пурнăç пуçламăшĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 25.05.2023, 08:03 Просмотров: 199

 Патăрьел муниципалитет округĕнчи вĕренỹ учрежденийĕсенчен кăçал 182 ача вунпĕрмĕш, 441-ĕн тăххăрмĕш классенчен вĕренсе тухаççĕ. Вĕсемшĕн тунтикун шкулсенче юлашки шăнкăрав янăрарĕ.

Туçари вăтам шкулпа 9 каччăпа хĕр (ỹкерчĕкре) сыв пуллашать. Тăххăрмĕшĕнчен çирĕмĕн вĕренсе тухаççĕ. Юлашки шăнкăрав ячĕпе вĕсене Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Туçа территори пайĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алена Мальцева, муниципалитет округĕн депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Константин Углев, шкул директорĕ Петр Шашкин тата ыттисем саламларĕç.

 11 класри Виктория Шашкинăпа 1 класри Егор Телегин юлашки шăнкăрав шăнкăртаттарчĕç.

Ырă çул сире, выпускниксем!

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика