Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи çамрăксем те хутшăнĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 25.05.2023, 08:10 Просмотров: 225

Майăн 26-28-мĕшĕсенче "Ялта чи лайăххисем" агродоброволецсен слечĕ иртет. Кăçалхипе ăна иккĕмĕш хут йĕркелеççĕ. Мероприяти Тăвай районĕнчи Енĕш Нăрваш ялĕ çывăхĕнче "Медвежий угол" кану базинче пултаруллă çамрăксене пухать.

Программăра - ял çамрăкĕсен спартакиади, культура мероприятийĕсем, "çавра сĕтелсем", ăсталăх класĕсем. Слета республикăри мĕн пур округри, вăл шутра Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи ял çамрăкĕсем те - тухтăрсем, педагогсем, культура, ял хуçалăх ĕçченĕсем хутшăнаççĕ.

Асăннă проект "Единая Россия" партин "Раççей ялĕ" проекчĕн пулăшăвĕпе пурнăçланать.

 Александр ИВАНОВ

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика