Çул-йĕр правилине ан ман, аварирен асăрхан!

Категория: Публикации Опубликовано: 25.05.2023, 08:11 Просмотров: 178

РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн ГИБДД пайĕн кулленхи ĕçĕнчи тĕп тĕллевĕ - çул-йĕр çинче пулакан аварисенчен асăрханасси, вĕсене май пур таран чакарасси, водительсемпе çуран çỹрекенсене административлă право йĕркине пăхăнмалли çинчен калакан Кодекспа çирĕплетнĕ йĕркене пăхăнтарасси, çул çинчи культура шайне ỹстересси. Хальхи вăхăтра сотрудниксен служба тивĕçне пурнăçласа граждансем çул-йĕр правилине пăхăнманнипе çыхăннă тĕрлĕ протокол çырма тивет. Вăл шутра аварилле лару-тăру е синкерлĕхпе вĕçленнĕ тĕслĕх пирки те.

2023 çулхи тăватă уйăхри статистика кăтартăвĕсенчен çул-йĕр хăрушсăрлăх сотрудникĕсен те, çула тухакан граждансен те пĕтĕмлетỹ тума, асăрханма сăлтавĕ пур. Çак тапхăрта Патăрьел муниципалитет округĕнчи çулсем çинче 11 авари пулнă. Кăтарту иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен 83 процент ỹснĕ. Инкекре пĕр çын вилнĕ, 21 çын аманнă.

Аварисене пĕтĕмлетнĕ май çакна та палăртса хăварасшăн. Çул çинчи лăпкăлăхпа тăнăçлăха сыхлас тĕллевпе саккун кăраланса пынине пăхмасăрах çула тухса каякан вордительсем сăра-эрех ĕçеççĕ, лару-тăрăва кăткăслатаççĕ. Шута илнĕ аварисенчен виççĕшĕ шăпах руль умĕнчи ỹсĕр водительсен айăпĕпе сиксе тухнă. Иртнĕ çул çак сăлтавпа асăннă тапхăрта авари пулман.

 Çул çинче сиксе тухакан инкек кирек камшăн та хуйхă. Енчен те вăл çул çитмен ачапа çыхăннă пулсан тата ытларах пăшăрхантарать. Кăçалхи тăватă уйăхра икĕ тĕслĕхĕнче шăпах ачасем хутшăннă. Юрать-ха, инкек синкерлĕ вĕçленмен.

Чылай чухне водительсем теветкеленсе хирĕçле килекен йĕр çине кĕрсе кайса лару-тăрăва кăткăслатаççĕ, тепĕр чухне инкек те сиксе тухать. Çак сăлтавпа та иртнĕ çулхинчен кăтарту ытларах, 4 тĕслĕх (пĕлтĕр 3) пулнă.

 Хальхи вăхăтра муниципалитет территорийĕнчи çулсем çинче кăнтăрла та, каçхине те куçăм пысăк. Çанталăк ăшăтса пынă май çул çитмен ачасем велосипедпа, скутерпа, мотоциклпа чылай çỹреççĕ. Водитель удостоверенийĕсĕр, çул çитмесĕр руль умне ларакан шкул ачисем те пур. Тепĕр чухне вĕсем те çул-йĕр правилине пăхăнмасăр аварилле лару-тăру туса хураççĕ. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕн ку тĕлĕшпе уйрăмах тимлĕ пулмалла, вĕсене сăнасах тăмалла.

Алексей МАЛЬЦЕВ, РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕнчи ГИБДД пайĕн начальникĕ

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика