"Асăрханăр! Каникул!" операци хăрушсăрлăха пăхăнассипе çыхăннă

Категория: Публикации Опубликовано: 26.05.2023, 21:38 Просмотров: 199

 РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшичи "Батыревский" уйрăмĕн ГИБДД пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх майăн 22-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 9-мĕшĕччен республикăра, вăл шутра Юхмапа Пăла тăрăхĕнче те "Асăрханăр! Каникул!" профилактика операцийĕ иртет. Çак яваплă тапхăрта çул-йĕр инспекторĕсем уйрăмах ачасен пурнăçĕпе, вĕсене хăрушлăхран сирессипе ытларах тимлĕç: çул çитмен ача-пассажирсене автомашинăра йĕркене пăхăнса илсе çỹрени, хăрушсăрлăх пиçиххипе çыхăнни, çул урлă ятарлă паллăпа каçнă чухне правилăна пăхăнни тата ытти те. Каникул вăхăтĕнче ачасен куçăмĕ тата ытларах пысăк. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕн хăйсен пепкине пĕрле илсе çỹренĕ е пĕччен чухне те çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнмалли пирки ăнлантармалла. Ку тĕлĕшпе аслисем ачасемшĕн ырă тĕслĕх пулмалла.

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика