ЮХМАПА Пăла тăрăхĕнчи Нăрваш Шăхалĕнче çуралса ỹснĕ пĕртăван Раиса Сарпипе Альбина Юрату поэт-çыравçăсен ячĕсем республикăра та, унăн тулашĕнче те кĕрлеççĕ. Çак кунсенче вĕсен йышне çак ялтанах тепĕр çамрăк сăмах ăсти - Ирина Кошкина - хутшăнчĕ. Чăваш кĕнеке издательствинче унăн вăтам çулхи ачасем валли çырнă "Уйăх юлташне çăлни" кĕнеки кун çути курнă. Маларах вара Чăваш Республикинчи профессионал писательсен союзĕн 29 çулхи членĕн (пĕрлĕхе чиперккене 2023 çулта илнĕ) уйрăм хайлавĕсем сборниксенче пичетленнĕ. "Çамрăксен хаçачĕн" хастар корреспонденчĕ, чун киленĕçне юратнă ĕçре çеç мар, творчество каçалăкĕнче те тупма тăрăшать.
Ноябрь 2024 |