Çут çанталăк пуянлăхне упрар

Категория: Публикации Опубликовано: 26.05.2023, 21:47 Просмотров: 139

Пĕтĕм тĕнчери Музей кунĕнче Патăрьелĕнчи "Çăкăр" музейĕнче "Присурский" заповеднике пушарсенчен сыхлар" фотокурав ĕçе пикенчĕ. Çав ятпа йĕркеленĕ мероприятие "Çăкăр" музейĕн директорĕ Валентина Маллина уçрĕ.

Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕн культура тата туризма аталантарас ыйтупа тимлекен пай начальникĕ Наталия Никитина уяв ячĕпе саламланă май пурнăçри музей пĕлтерĕшне палăртрĕ:

- Таврара тĕлĕнмелле илемлĕх пирĕн, илĕртỹллĕ çĕршыв. Музейра тăван ен историйĕ упранать. Унта экспонатсем хушăнса пыччăр, нумайлăна упранччăр тесе тăрăшар,- терĕ. Валентина Маллина музей директорĕпе Наталия Румянцева экскурсовода тăрăшуллă ĕçшĕн Тав хучĕпе чысларĕ.

Мероприятие Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулăн вуннăмĕш тата виççĕмĕш класĕсенче вĕренекенсем те хутшăнчĕç. Çавна май пушар надзорĕн начальникĕ Андрей Тукмаков çитĕнекен ăрăва çут çанталăк пуянлăхне мĕнле упрамалли, инкек-синкекрен асăрханмалли пирки тепĕр хут аса илтерчĕ. Муниципалитетри краеведсен пĕрлĕхĕн ертỹçи Дмитрий Коннов музей директорне Валентина Маллинăна тата Наталия Румянцева экскурсовода "Чăваш Республикин хисеплĕ краевечĕ" ятсене тивĕçнĕ май удостоверенисем парса саламларĕ.

Маларах ирттернĕ "Астăвăм çулĕ" конкурсра çĕнтернĕ вĕренекенсене, вĕрентекенсене чысларĕç.

 "Присурский" патшалăх заповедникĕн директорĕн çумĕ Наталия Панченко фотокурава тăратнă ĕçсемпе паллаштарчĕ. Курав интереслĕ те пуян. Телефон камерине ỹкерчĕксем патне тытсан вĕсем "чĕрĕлеççĕ". Çавна май заповедникри пăши, упа, сăвăрсен пурнăçне çывăххăн курма пулать.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика