УКРАИНĂРИ ятарлă çар операцине хутшăнакан ентеш-салтаксем патне гуманитари пулăшăвне, вĕсене çар пурнăçĕнче кирлĕ япаласене пирĕн тăрăхран çитерсех тăраççĕ. Ырă çынсен кăмăлĕ иксĕлми. Хăш-пĕр хастарсем кашнийĕнчех хăйсен тỹпине хывма, çар операцине хутшăнакансене хавхалантарма тăрăшаççĕ. Çак кунсенче çеç Юхмапа Пăла тăрăхĕнчен тепĕр УАЗ автомашина Запорожье тăрăхĕнчи ентеш-салтаксем патне çитнĕ. Ăна Сăкăтри Владимир Ершов пуçарăвĕпе туянса пĕрлехи вăйпа юсанă, тĕрĕслевсем витĕр кăларнă, çарта усă курма юрăхлă тунă. Сăваплă та пархатарлă ĕç харама ан кайтăрах, "хурçă ут" пирĕн салтаксене çĕнтерĕве çывхартма усă кỹтĕр.
Ноябрь 2024 |