Устава улшăнусем кĕртрĕç, пĕлтĕрхи бюджета пĕтĕмлетрĕç...

Категория: Публикации Опубликовано: 03.06.2023, 21:51 Просмотров: 603

Патăрьел муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Унăн ĕçне Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, район прокурорĕ Андрей Афанасьев, округ администрацийĕнчи структура подразделенийĕсен ертỹçисем, территори пайĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç. Ларăва депутатсен Пухăвĕн председателĕ Николай Тинюков ертсе пычĕ.

Ларура чăн малтанах Патăрьел муниципалитет округĕн Уставне кĕртнĕ улшăнусене пăхса тухрĕç. Унпа муниципалитет округĕн право тата кадр ыйтăвĕсен пай пуçлăхĕ Наталия Каргина паллаштарчĕ.

Муниципалитет округĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - хăтлăх кĕртессипе тата территорисене аталантарассипе ĕçлекен управлени начальникĕ Николай Раськин Шăнкăртам ял тăрăхĕнче çĕрпе усă курас тата çурт-йĕр тăвас ыйтусемпе улшăнусем кĕрмелли йĕрке пирки калакан йышăну проекчĕпе паллаштарчĕ.

Депутатсен Пухăвĕн ларăвĕнчех муниципалитет округĕн финанс пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Наталия Хлебникова Патăрьел районĕ 2022 çулта бюджета мĕнле пурнăçлани пирки доклад туса пачĕ, иртнĕ çулхи район бюджечĕн параметрĕсем бюджет законодательствипе килĕшỹллĕн пулнине палăртрĕ.

Çавăн пекех ларура 2022 çулта 19 ял тăрăхĕнче те бюджета мĕнле пурнăçланине те пĕтĕмлетрĕç, кашни ыйтупа тивĕçлĕ йышăну турĕç.

Юлашкинчен награда ыйтăвĕсене те пăхса тухрĕç.

Альбина НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика