Пĕр маршручĕ савăнтарать, тепри кăмăла пăсать

Категория: Публикации Опубликовано: 03.06.2023, 21:57 Просмотров: 609

Çула тухакан кирек кам та маршрутпа çỹрекен автобус çине ларма ĕмĕтленет. Вĕсем вăхăтпа çỹреççĕ. Тỹлевĕте паллă. Рейса куллен тухаççĕ. Çакна тĕслĕхпе те çирĕплетме пулать. "Шупашкар - Анат Туçа" маршрутпа тĕп хуларан 8 сехетре килекен ГАЗель пĕр кун та сиктермест. Вăхăчĕ те паллă. Кирек хăш еннелле те транспорт пушăлла çỹремест. Кашни ялти чарăну вырăнĕнчех кĕтеççĕ ăна. Водителĕ те çул çỹрекенсен кăмăлне тивĕçтерет. Ашшĕ-амăшĕ тĕп хулара вĕренекен ывăл-хĕрĕ валли унран сумкки-сумккипе япала парса ярать. Кукăлĕ те пăсăлмасть, сĕчĕ те йỹçĕхмест. Вĕсене Валерий Сорокин вăхăтра хуçисем патне çитерет.

- 21 çул çỹретĕп çак маршрутпа. Çул çинче никамăн япали те нихăçан та çухалса курман. Пассажирсем кăмăлсăрланнине те илтмен. Аслăрах çулхисене, ачаллисене килĕсен умне антарса хăварма та хирĕçлеместĕп,- тет вăл.

"Патăрьел - Анат Туçа" маршрутпа рейса тухакан автобус пирки вара çакна калаймăн. Уяв, канмалли кунсенче ăна çул çинче кураймăн. Анчах çул çỹрекенсен çуран тухса утмалла-ши? Майăн 9-мĕшĕнче те ирхи, кăнтăрлахи рейссем пулмарĕç. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтерỹшĕн çапăçса пуç хунисене асăнса лартнă округ центрĕнчи палăк умне пуç тайма килекенсем çакăншăн кăмăлсăр пулнине пĕлтерчĕç.

Çỹлерех асăннă маршрутпах Патăрьелне çỹрекен ирхи рейс та пĕтрĕ. Больницăна, ĕçе çỹрекенсем çакăн пирки пăшăрханса пĕр хутчен çеç мар редакцие çырчĕç, шăнкăравларĕç. Класра 20-25 ача учитель пĕрремĕш урока кĕрессе кĕтсе ларнă чухне вĕрентекен кая юлса кĕни вырăнлă марри те çак проблемăпах çыхăннă.

Ĕç кунĕсенче те, канмаллисенче те муниципалитет округĕн хĕвел тухăç енчи ялĕсенчен Патăрьелне çỹрекен çын сахал мар. Автобус куллен çула тухни вырăнлă. Пассажирсен тарăхăвне шута илесчĕ.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика