Аслă Арапуçсем уява асра юлмалла ирттереççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 03.06.2023, 22:04 Просмотров: 604

Патăрьел муниципалитет округĕнчи Первомайски территори пайне кĕрекен Аслă Арапуçсем савнă тăван ялĕ пуçланса кайни 500 çул тултарнине 2023 çул пуçламăшĕнчех хатĕрленме пуçларĕç. Юбилей çулталăкĕ чăнласах та ялти çынсемшĕн чылайлăха асра юлĕ. Çапла пултăр тесе çак тĕллевпе йĕркеленĕ оргкомитет, ялти организаци-учреждени, предприяти коллективĕсем, шурсухалсем, аякри-çывăхри ентешсем пурте кар тăрса ĕçлерĕç, тĕрлĕрен мероприяти, тĕл пулу, асра юлмалли каçсем йĕркелерĕç. Июнĕн 4-мĕшĕнче Аслă Арапуçсем стадиона уяв кĕрекине пуçтарăнĕç. Вĕсем хăйсен юбилейне пурне те хапăл тăваççĕ. Паян пилĕк ĕмĕр тултарнă ялта пурăнакансен тата кунта çуралса ỹснисен вышкайсăр пысăк савăнăçа пĕрле пайламалли сăлтавĕсем вара çителĕклех.

Çак кунсенче çеç ял хастарĕсен Иван Дикинăн тата Александр Казеновăн "Тăван ялăм Аслă Арапуç" кĕнеки кун çути кунчĕ. Истори тата этнографи материалĕсен никĕсĕ çинче калăпласа пичетленĕ чĕрĕ палăк (çаплах хаклас килет) Аслă Арупуçĕнче пурăнакан кашни çыншăн пĕлтерĕшлĕ парне пулчĕ. Ял вулавăшĕнче хуплашкипе те капăр, калăпăшĕпе те пысăк (480 страницăран тăрать) кĕнекене пахаланă чухне те тухса калаçакансем пысăк хак пачĕç, çак ĕçе йĕркелесе пыракансене, материалсене пуçтарма пулăшакансене пурне те чĕререн тав турĕç.

"Тăван ялăм Аслă Арапуç" 12 пайран тăрать: сăвăсем; ял историйĕ; власть органĕсен историйĕ; чиркỹ тата шкул историйĕ; соцкульбыт учрежденийĕсем; ялти предприятисем; ĕмĕр асра тытатпăр; урамсем; халăх йăли-йĕрки; эпир кам ачисем; ялти паллă çынсем; ял çыннисен аса илĕвĕсем. Урăхла каласан авторсем истори докуменчĕсемпе усă курса Хусан кĕпĕрнин Свияжск уесне кĕнĕ Вăрмар районĕнчи Арапуçĕнчен çичĕ çемье куçса килсе аталанса кайнă паянхи Аслă Арапуç-Первомайски ялĕ пирки тĕплĕн, анлăн, тулли çырса кăтартнă.

Кĕнеке истори пĕлтерĕшлĕ сăн ỹкерчĕксемпе те пуян. Хальхи вăхăтра ял вулавăшĕн çỹлĕкĕ çинче вырăн тупнă "чун апачĕ" пуриншĕн те пысăк парне! Кĕнеке хаклавне авторсемпе пĕрлех Первомайски территори пайĕн начальникĕ Анатолий Сорокин хутшăнчĕ, юбилей çулталăкĕнче çак пархатарлă ĕçе хутшăннă кашни çынна тата авторсене чĕререн тав турĕ.

Ял хапхи хăнасене хапăл туса кĕтсе илĕ

 Ял хапхи ĕлĕкех çывăх çынсене, тăван-пĕтене çăкăр-тăварпа, ырă сунса кĕтсе илекен вырăн шутланнă. Кунтанах Тăван çĕршыва хỹтĕлеме каякансене ял-йышпа ăсатнă, кĕтсе илнĕ... Çак йăла-йĕрке паян та çавах. Аслă Арапуçсемшĕн малашне ял хапхи чи сумлă, пурне те телейлĕ çул, ырă сунакан вырăн пулĕ. Юбилей ячĕпе вĕсем çак вырăна та çĕнетнĕ, капăрлатнă, карта тытса çаврăннă. Çак кунсенче ăна сумлă лару-тăрура уçнă. Унта Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Первомайски территори пайĕн начальникĕ Анатолий Сорокин, Аслă Арапуçĕнчи чиркỹ настоятелĕ Сергий Пегасов тата ытти сумлă хăнасем хутшăннă.

Мероприятинче оргкомитет председателĕ Владимир Верликов çак ĕçе хастар хутшăннă çынсене тав тунă, Хисеп грамоти парса чысланă.

Уй хапхине тăвас шухăш çуралсанах çак пархатарлă ĕçе никĕсĕнчен пуçласа вĕçне çитичченех Иван Дикинпа Юрий Власов йĕркелесе пынă. Халĕ яла çул кăтартакан капăр хапха Аслă Арапуç историйĕн пĕр пайĕ пулса юлĕ.

Альбина ЕГОРОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика