Пĕтĕм тĕнчери ачасене хỹтĕлемелли куна паллă тунă май Юхмапа Пăла тăрăхĕнче Чăваш Республикинчи çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Эмир Бедертдинов ĕçлĕ çул çỹревпе пулнă. Ведомство ертỹçи Патăрьел муниципалитет округĕн пĕрремĕш çумĕпе - территорисене аталантарас тата хăтлăх кĕртес тĕлĕшпе тимлекен управлени начальникĕпе Николай Раськинпа, Турханкасси вăрман хуçалăхĕн лесничийĕпе Наил Янтыковпа тата Турханти вăтам шкулти çут çанталăк тусĕсемпе дендрари паркĕнче пулнă, кунта çитĕнекен вуншар тĕрлĕ йывăç-тĕмпе, çеçкесемпе паллашнă, экологи темипе калаçнă.
Сăмах май каласан, Турханкасси вăрман хуçалăхĕн 0,4 гектарта вырнаçнă дендрари паркĕ çулсерен пуянланса пырать. Хальхи вăхăтра кунта 40е яхăн тĕрлĕрен йывăç çитĕнет. Вĕсенчен чылайăшне Йошкар-Олари ботаника садĕнчен илсе килнĕ.
(Хамăр корр.).
Ноябрь 2024 |