Çу кунĕсем илĕртỹллĕ, çапах йĕркене пăхăнни кирлĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 13.06.2023, 11:42 Просмотров: 411

 ÇУЛЛАХИ каникул вăхăчĕ кашни ача-пăчашăн тилмĕрсе кĕтекен савăнăçлă вăхăт. Виçĕ уйăхра выляса канма та, ăс-тăн тĕлĕшĕнчен аталанма та, çан-çурăма спортпа тĕреклетме те вăхăчĕ çителĕклĕ. Çак тапхăртах çул çитмен ачасемшĕн йĕркене çирĕп пăхăнмалли сăлтавсем те пур. Водолазсем тĕрĕслемен кỹлĕре шыва кĕрессинчен асăрханнипе пĕрлех вут-кăвар тухасран сыхланмалли йĕркене те çирĕп пăхăнмалла, шăрпăкпа ашкăнмалла мар.

Чăваш Республикин саккунĕпе килĕшỹллĕн çул çитмен ачасен çуллахи вăхăтра каçхине 23 сехетрен пуçласа ирхине 6 сехетчен урамра аслисемсĕр пулни те çирĕплетнĕ йĕркене пăхăнманнипе çыхăнать. Çакăншăн вара ачан ашшĕ-амăшĕ явап тытать.

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика