КИРЕК мĕнле инкекрен те асăрханма ансатрах, анчах ăна парăнтарма çăмăл мар. Акă, нумаях та пулмасть, тĕрĕсрех каласан июнĕн 3-мĕншĕнче пирĕн муниципалитет округĕнчен аякрах та мар, Чĕмпĕр облаçĕнче сыснасен африка чумине тупса палăртнă. Выльăх чирĕ пирĕн тăрăха килсе ан кĕтĕр, тăкак, инкек ан кăтарттăр тесен кашнийĕ çирĕп асăрханмалла, сысна усракансен ветеринари йĕркисене çирĕп пăхăнмалла, вĕсене ирĕке кăлармалла мар, выльăхсене вăхăтра вакцина тумалла. Енчен те кил хуçалăхĕнчи е ял хуçалăх предприятийĕнчи выльăхсем йăшнине сиссенех хĕрỹ телефон линине шăнкăравламалла. Унăн номерĕ: 8-951-998-81-22.
Ноябрь 2024 |