Производствăра малта пыракан механизатор, ЧАССР ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, "Герой" колхозăн хисеплĕ колхозникĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ Илья Егорович Барышников (10.06.1923-09.06.2005) 100 çул каялла Тикешре çуралнă.
Илья Барышников Хĕвел анăç, Калинин, иккĕмĕш Прибалтика фрончĕсенче тăшмана хирĕç çапăçнă. Хĕрлĕ Çăлтăр, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин пĕрремĕш степеньлĕ орденĕсене, "Паттăрлăхшăн" медале тивĕçнĕ.
Вăрçă хыççăн трактористсен курсĕнче вĕреннĕ. 1945-1946 çулсенче Чкаловскинчи МТСра трактористра тăрăшнă. 1946 çултанпа "Герой" колхозра ĕçленĕ. Малтанхи çулсенче механизатор, кайран уй-хир бригадирĕ пулса тăрăшнă. Илья Барышников комплекслă бригадăна 23 çул ертсе пынă. Ял хуçалăхĕнчи пысăк çитĕнỹсемшĕн ăна "Хисеп Палли", Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, Ленин орденĕсемпе чысланă. 1967 çулта унăн ятне ЧАССР Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăхăн Хисеп Кĕнекине кĕртнĕ.
Мухтав орденĕн тулли кавалерĕ, совет-финн тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ Бедертдин Садретдинович Тухфетуллов (15.06.1918 - 29.09.1988) 105 çул каялла Шăнкăртамра çуралнă.
Бедертдин Тухфетуллов 1939-1940 çулсенче совет-финн вăрçине хутшăннă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан автоматчисен ротин командирĕпулнă. Брянск, Хĕвел анăç, Тĕп, пĕрремĕш тата иккĕмĕш Белорусси, виççĕмĕш тата пĕрремĕш Прибалтика фрончĕсенче çапăçнă. Минск, Брест, Рига тата ытти хулана ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă. Вăрçăран таврăннă хыççăн Жданов ячĕллĕ колхозра, Патăрьелĕнчи улма-çырла питомникĕнче ĕçленĕ.
Бедертдин Тухфетуллов - Мухтав орденĕн тулли кавалерĕ, çавăн пекех "Хĕрлĕ Çăлтăр" ордена, "Çапăçури паттăрлăхшăн" медале икĕ хутчен тата ытти хисепе тивĕçнĕ.
("Çулталăк кĕнекинчен")
Ноябрь 2024 |