Ял уявĕ кăмăл-туйăма çĕклерĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 13.06.2023, 11:52 Просмотров: 379

Пĕлĕш-тăвана, тус-юлташа пĕрле пуçтарăнма, пĕр-пĕринпе курса калаçма йыхравлакан уявсенчен пĕри вăл - ял уявĕ. Аслă Арапуçсем те Акатуй кĕрлеттерчĕç. Кăçалхи уяв ял пуçланса кайни 500 çул çитнипе пĕр килчĕ.

Тăван ял уявĕ кунта çуралса ỹснĕ, тĕрлĕ çĕрте пурăнакан ентешĕмĕрсене, сумлă хăнасене пухрĕ. Аякри регионсенчен те йыхрава хапăл тунă.

Уяв сăн-сăпатне чăваш тумĕллĕ хĕрсемпе каччăсен ушкăнĕ илемлетрĕ. Вĕсем ĕлĕкхи йăлана тăсса вăййа тухрĕç. Авалхи кĕвĕпе ушкăнăн-ушкăнăн çаврăнса тĕрлĕ ташă ташларĕç.

Уява сумлă та хисеплĕ ентешĕмĕр, халăхшăн тăрăшакан ял старости Арсентий Иванов уçрĕ. Унтан Первомайски территори пайĕн ертỹçи Анатолий Сорокин сăмах илчĕ.

Пухăннисене çавăн пекех Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Антонов, Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕн экономика, ял хуçалăх тата инвестици ĕç-хĕлĕн пайĕн начальникĕ Виктор Львов, Патăрьел ентешлĕ- хĕн ертỹçи Александр Миронов, "Чăваш Республикинчи шыравпа çăлав служби" хысна учрежденийĕн ертỹçи Николай Глухов, Патăрьел муниципалитет округĕн депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем Владимир Федоровпа Александр Иванов саламларĕç.

Ялти культура ĕçченĕсем, ача сачĕпе шкул коллективĕсем, Вăрмар тăрăхĕнчен килнĕ Арапуçсем, Чĕмпĕртен çитнĕ "Палнай", кỹршĕ ялсенчи "Пашьел", "Çăлкуç", "Шуçăм" фольклор ушкăнĕсем,чăваш эстрада юрăçисем Алексей Казанцевпа Александр Сорокин тата ыттисем илемлĕ юрри-ташшипе савăнтарчĕç.

Уяв спорт вăййисемпе те пуян пулчĕ. Футболла 4 команда вылярĕ. Патăрьел муниципалитет округĕн депутатсен Пухăвĕн депутачĕн Владимир Федоровăн парнине Первомайскисем çĕнсе илчĕç. Сителсем иккĕмĕш вырăна тухрĕç. Волейболла Шурутсем хастар вылярĕç. Сителсем - иккĕмĕш. Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем йышлăн пулчĕç. Чи хаклă парнене - такана - Сител каччи Владимир Козлов тивĕçрĕ.

Шахмат турнирĕнче пĕрремĕш вырăна шкул ачисенчен Иван Савинов, аслисенчен Рифкат Савинов тухрĕç.

Чăваш Енри Телейлĕ ачалăх çулталăкĕнче "Шуçăм" ача сачĕ тĕрлĕ вăйă йĕркелерĕ.

Кĕрлерĕ юрă-ташă таврара, сасси кайрĕ аякка.

 Ирина ЛЯКОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика