Янрарĕ вăрман, кĕрлерĕ уяв!

Категория: Публикации Опубликовано: 16.06.2023, 09:52 Просмотров: 345

 "Хĕвеллĕ" уçланкă пурне те хăйĕн ытамне илчĕ Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансемшĕн çеç мар, çывăхри-аякри хăнасемшĕн те çурхи ака-суха хыççăнхи Акатуй-Сабантуй уявĕ чунра ырă туйăм вăратать, ĕмĕр тăршшĕпе туслă пурăнакан чăваш, вырăс, тутар, ирçе тата ытти наци халăхне пĕрле савăнма, суха пуç савăнăçне пĕрле пайлама май туса парать. Йăх-несĕлĕмĕрсен йăлине тĕпе хурса июнĕн 11-мĕшĕнче Шăнкăртамри "Хĕвеллĕ" уçланкă пурне те 71-мĕш хут хăйĕн уяв ытамне илчĕ. Яланхиллех ирпе-ирех вăрман варринчи капăр лапам пурне те йыхрав ярса кĕр-кĕрлерĕ. Унăн уçă сасси ян! та ян! таврана саланчĕ. Уява хапăл тунă хăнасем уçланкăра мĕн каçченех кăмăлне ирĕке ярса киленчĕç, юрларĕç-ташларĕç, вылярĕç-кулчĕç, спорт ăмăртăвĕсене пăхса хăпартланчĕç, пĕр-пĕринпе тĕл пулса калаçрĕç...

Акатуй-Сабантуйăн хакне, сумне ỹстерекенĕсем - хисеплĕ хăнасем. Ытти çулсенчи пекех Паттăр енĕн маттур çĕр ĕçченĕсене, пултаруллă ывăл-хĕрне пуç тайма, вĕсен харсăрлăхне, кăтартуллă ĕçне хак пама йышлă хăна килсе çитрĕ. Уяв мероприятине Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕпе Рудольф Селивановпа пĕрлех РФ Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - экономика аталанăвĕн тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Дмитрий Краснов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Валерий Антонов, Сергей Семенов, Николай Степанов, Патăрьел муниципалитет округĕн ентешлĕх ертỹçи Александр Миронов, Чăваш Республикинчи тата Тутарстанри муниципалитет округĕсен хăш-пĕр пуçлăхĕсем тата ытти хăнасем хутшăнчĕç.

Чăн малтанах Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Педседателĕн çумĕ Владимир Степанов ака паттăрĕсене, çĕр ĕçченĕсене, производство хастарĕсене, уява хутшăнакан мĕн пур халăха Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн ăшă салам сăмахне çитерчĕ, пурне те пархатарлă ĕçшĕн, Патăрьел муниципалитет округне аталантарассишĕн пĕрлехи вăйпа тăрăшнăшăн, республика шайĕнче ыттисемшĕн кăтартуллă пулнăшăн тав турĕ.

Акатуй-Сабантуйăн тĕп сцени çинчен Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи çĕр ĕçченĕсене, ака паттăрĕсене, уява хапăл тунă тăвансене саламлакансем йышлăн пулчĕç. Хисеплĕ хăнасем Патăрьелсен ячĕпе сумĕ, хастарлăхĕ, пултарулăхĕ ỹссе пыни çулсеренех халăхăн пурнăç условийĕсене хăтлăлатма пулăшнине, экономикăна тĕреклетнине, çав вăхăтрах республикăна малалла аталантарма та май панине каларĕç.

Сăмах май каласан, Акатуй-Сабантуй ячĕпе саламлă телеграммăсем те сахал мар пулчĕç. Раççей федерацийĕн сенаторĕ - "Единая Россия" партин Чăваш регионти уйрăмĕн секретарĕн пĕрремĕш çумĕ Николай Владимиров, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Алла Салаевăпа Алена Аршинова, Крым Республикинчи Бахчисарай, Тутарстанри Çĕпрел, Пăва, Спасс муниципаллă районĕсенчен, Мордва Республикинчи Атяшево районĕнчен тата ытти хăнасенчен çитнĕ салам Патăрьелсене малашне те хавхаланса, туслăн ĕçлеме, производствăна ỹстерсе пыма, çĕнĕ технологисене пурнăçа кĕртме, çав вăхăтрах пĕрле канма, савăнма май парĕ.

 - Патăрьелсем кирек мĕнле ĕçре те кар тăрса ĕçлеме пултарнипе палăрса тăраççĕ. Кăçалхи ака-суха ĕçĕсем те çакнах çирĕплетсе пачĕç. Вăхăтра тата пахалăхлă акса-лартса хăварнă культурăсем паян хирсенче куç тулли ешерни савăнтарать. Çакна нумай пулмасть йĕркеленĕ уй-хир тĕрĕслевĕн пĕтĕмлетĕвĕ те кăтартса пачĕ. Республика Пуçлăхне, Чăваш Республикин Правительствине, Раççей Федерацийĕн, Патшалăх Канашĕн депутачĕсене пирĕн пуçарăва яланах алхапăл йышăннăшăн, пĕрлехи тухăçлă ĕçшĕн чĕререн тав тăватăп.

Тăван халăхăмăрăн вăйĕпе, хастарлăхĕпе, пĕрлĕхĕпе пурнăçри йывăрлăхсене те çĕнтерсе пыратпăр, савăнăçа та, хуйха та пĕрле пайлатпăр. Паянхи кун Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешĕрĕмĕрсен, унта паттăррăн çапăçса пуç хунă салтаксен ашшĕ-амăшĕ умĕнче пуç таятпăр... - терĕ Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов Акатуй-Сабантуя хутшăнакансене ырă та тăнăç пурнăç, сывлăх, ăнăçу суннă май.

Уяв сцени ака паттăрĕсемпе, ăмăрту çĕнтерỹçисемпе черетленсе улшăнса çеç тăчĕ. Кашни отрасльпех хастар та пултаруллă ĕçченсене палăртрĕç, вĕсене тĕрлĕ шайри Хисеп грамоти, Тав хучĕ парса чыс турĕç. Акатуй-Сабантуйри чи пĕлтерĕшлĕ самант - çурхи ака-суха ĕçне пахалăхлă тата кĕске тапхăрта, пысăк хастарлăхпа пурнăçлакансене палăртни. 2023 çулхи çур аки паттăрĕ пулма акционерсен "Батыревский" пĕрлешỹ тивĕçрĕ (ертỹçи - Петр Ялуков, тĕп агрономĕ - Евгений Сейфуллин, тĕп инженерĕ - Вячеслав Сельцов). Иккĕмĕш вырăнта - "Исток" çĕр ĕç фирми (ертỹçи - Александр Илюткин, тĕп агрономĕ - Александр Смирнов, тĕп инженерĕ - Вячеслав Цветков) тата "Красное знамя" кооператив (ертỹçи - Петр Никифоров, тĕп агрономĕ - Валерий Красников, тĕп инженерĕ - Олег Нрти). Ака-суха ĕçĕнче мала тухнă хуçалăхсене пурне те дипломпа наградăларĕç. Акатуй-Сабантуйăн тĕп сценинчех Патăрьел ентешлĕхĕ сĕннипе Шупашкарти "Планета" кондитерски ертỹçине Луиза Дроздовăна "Патăрьел муниципалитет округĕн хисеплĕ гражданинĕ" сумлă ята тивĕçнипе саламларĕç.

Уяв эпир пурте пĕр çемье пулнине палăртрĕ

Тĕп сцена умĕнчи Акатуй-Сабантуй "Эпир пурте пĕр çемье" театрализациленĕ представленипе пуçланчĕ. Ака паттăрĕсене, çĕр ĕçченĕн пурнăçне сăнлакан сюжетсем пĕрин хыççăн тепри улшăнса çеç тăчĕç, кашниех хăйне евĕр тыткăнларĕ.

Уяв лапамĕнче йĕркеленĕ территоринчи куравсем, сценкăсем те тĕлĕнмелле тарăн шухăшлă пулчĕç. Вĕсем пурте çĕр-аннемĕрĕн ырлăхĕпе пулакан пурлăх, ял пурнăçне, çĕр ĕçченĕн ăста аллипе пурнăçланакан ĕçсене куç умне кăларчĕç. "Епле лайăх-çке ялта!", "Пулăшатпăр кăмăлтан", "Ялти телейлĕ ачалăх", "Карталанса ташлатпăр", çавăн пекех "Çамрăксен территорийĕ", "Аслисем - ачасене", "Акатуй-Сабантуй-2023" мисĕ тата ытти лапамсем уява пухăннисемшĕн чăн-чăнах чун киленĕçне кỹчĕç. Вĕсене пурте пысăк хак пачĕç.

Акатуй-Сабантуй сцени çинчен пĕрин хыççăн тепри янăракан илемлĕ юрăсем те эпир пурте пĕр çемье, туслă халăх пулнине çирĕплетрĕç. Чăваш, вырăс, тутар юррисем "Хĕвеллĕ" уçланкăри вăрман çийĕн аякка-аякка саланчĕç...

Альбина ЕГОРОВА

ХАКЛАВ

 Валерий АНТОНОВ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ:

 - Хамăн ĕçпе, тивĕçĕмпе чылай муниципалитет округĕнче пулма, Акатуйсене хутшăнма та тивет. Пур çĕрте те халăх уявне тивĕçлĕ шайра ирттерме тăрăшаççĕ. Çапах та Юхмапа Пăла тăрăхĕ ку енĕпе те ыттисенчен ырă енĕпе ытларах уйрăлса тăрать. Ĕçченлĕхпе тараватлăх, çĕнни патне ăнтăлни, халăх ырлăхĕшĕн тăрăшни, кирек мĕнле пуçарура та пĕрлехи вăйпа кар тăни Патăрьелсен пархатарлă енĕ. Малашне те пурне те ĕçре ăнăçу, пысăк çитĕнỹ, телейпе савăнăç сунатăп.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика