Тротуар сараççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 20.06.2023, 21:20 Просмотров: 239

 "Хăрушлăхсăр паха çулсем" наци проекчĕ пулăшнипе "Калинино-Патăрьел-Елчĕк" автоçулăн Патăрьел округĕнчи сыпăкĕнче тротуар сараççĕ. Унăн тăршшĕ1,313 çухрăм пулĕ.

Тротуар Первомайскипе Анат Чакă ялĕсене пĕрлештерĕ. Хальхи вăхăтра кунта ĕçсем пыраççĕ. Çуран çỹрекенсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес тĕллевпе тротуарпа автоçул хушшинче карлăк, карта туса парĕç. Çул сарнисĕр пуçне подряд организацийĕн çутă юписене, çул-йĕр паллисене вырнаçтармалла, çул паллине ỹкермелле, светофор лартмалла. Объектри ĕçсене июль уйăхĕнче вĕçлеме палăртнă.

Александр ИВАНОВ

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика