Июнĕн 16-мĕшĕнче Патăрьел муниципалитет округĕнче Чăваш Республикинчи нацисен тата конфессисен хушшинчи хутшăнăвĕсен канашĕн ларăвĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертỹçи Вячеслав Борисов ертсе пынипе иртрĕ. Унта Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, ЧР культура, наци тата архив ĕçĕсен министрĕ Светлана Каликова, ЧР цифра аталанăвĕн, информаци политики тата массăллă коммуникацисен министрĕн çумĕ Анна Иванова, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Валерий Клементьев тата ытти сумлă хăнасем хутшăнчĕç.
Мероприяти Шăнкăртамри "Гулистан" медресепе паллашнинчен пуçланчĕ. Вĕренỹ çурчĕн директорĕ Ахат Салихов медресе ĕç-хĕлĕ пирки, çамрăксемпе пĕрлех аслисем те тĕн енĕпе хăйсен пĕлĕвне ỹстернине, ют тăрăхсенчен те килекенсем пуррине, вĕсене пурăнма тивĕçлĕ услови туса пама тăрăшнине каларĕ. Çакна кашнийĕ курса ĕненчĕ. Классем çутă та таса, çывăрмалли пỹлĕмсенче кроватьсем вырнаçтарнă, апат çиме ятарлă столовăй пур.
Çул çỹрев малалла мăсăльмансен 46-мĕш прихутĕнче тăсăлчĕ. Чăваш Республикинчи мăсăльман тĕн управленийĕн председателĕ Мансур Хайбуллов мечĕт историйĕ пирки каласа пачĕ. Тĕн çуртĕнче Атăлçи Пăлхарта ислама йышăнни 1100 çул çитнине халалласа музей уçнă, унта арабла çырнă кĕнекесемпе, мăсăльмансен тумĕсемпе паллашма май пур.
Турă Амăшĕн Державная турăшĕн ячĕллĕ Патăрьелĕнчи чиркỹре хăнасене Улатăр тата Пăрачкав епархийĕн III округĕн благочиннăйĕ, çветуй Троица ячĕллĕ Туçа храмĕн настоятелĕ Николай Марков протоиерей, Александр Синяков иерей кĕтсе илчĕç. Прихут пурнăçĕ, çветтуйсем тăвакан хăватлă ĕçсем пирки итлеме кăмăллă пулчĕ.
Патăрьелĕнчи Мухтав монуменчĕ умне чĕрĕ чечексем хунă хыççăн Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕн Пысăк залĕнче лару иртрĕ, унта видеоçыхăнупа республикăри муниципалитет округĕсемпе хула округĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсен çумĕсем хутшăнчĕç.
Ларăва округ пуçлăхĕ Рудольф Селиванов Юхмапа Пăла тăрăхĕнче тĕрлĕ наци тата тĕрлĕ тĕне ĕненекен халăх килĕшỹре пурăннине, кашнийĕ хăйĕн йăли-йĕркине тытса пынине каларĕ. Патăрьел муниципалитет округĕнче нацисем хушшинчи килĕшĕве упрас, халăхсен культурине аталантарас тĕллевпе кăçалхи январĕн 20-мĕшĕнчен Нацисен тата конфессисен хушшинчи хутшăнусен канашĕ ĕçлеме пуçăннине, вырсарни шкулĕнче тата "Гулистан" медресере вĕренекенсем хутшăннипе мероприятисем иртнине, тĕне тытса пыракансем ачасемпе тĕл пулусем йĕркелесе ырăпа усала уйăрма вĕрентнине палăртрĕ. Чăваш Республикинчи мăсăльман тĕн управленийĕн председателĕ Мансур Хайбуллов та Рудольф Васильевич сăмахĕсене çирĕплетрĕ. Вăл шкулта вĕренекенсемпе тата студентсемпе курнăçнине, вĕсемпе кăмăл-сипет ыйтăвĕпе калаçнине пĕлтерчĕ.
Ларăва Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертỹçи Вячеслав Борисов пĕтĕмлетрĕ. Пĕрле килĕштерсе, пĕр-пĕрне ăнланса, хисеплесе пурăнни çеç нацисем хушшинчи килĕшĕве упрама май панине каларĕ.
ШУХĂШ
Анна Иванова, ЧР цифра аталанăвĕн, информаци политики тата массăллă коммуникацисен министрĕн çумĕ:
- Çакăн пек тĕл пулусемпе пулăмсем паян нихăçанхинчен те кирлĕрех. Нацисем хушшинчи хутшăнура пур енлĕ пулăшу, вăл шутра информаци тĕлĕшĕнчен те, пулмалли куç кĕрет. Регионти массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем ларăва хутшăнни вĕсем хăйсен ĕçĕн яваплăхне тата пĕлтерĕшне туйнине кăтартать.
Ольга ПАВЛОВА
Ноябрь 2024 |