Эпир çĕнтеретпĕрех!

Категория: Публикации Опубликовано: 20.06.2023, 21:24 Просмотров: 225

 Тулли мар мобилизаци пуçлансанах хам ирĕкпе çĕршыва хỹтĕлеме тăтăм. Вăхăтĕнче çар службинче пулни пулăшатех унта. Çумри юлташсемпе тăванран та çывăх туслашрăмăр. Пĕрне-пĕри пĕр сăмахранах ăнланатпăр. Шăмăршă каччи манран маларах отпуска килсе кайнăччĕ. Хальхинче Вăрнар патриочĕпе тăван тăрăха çитрĕмĕр.

Паянхи кун мирлĕ халăх пăшал сассипе, снаряд çурăлнипе ыйхăран вăранни ниçта та шăнăçмасть. Ял-хула ишĕлчĕк айне пулать. Çакă вăхăтлăх çеç. Эпир çĕнтеретпĕрех. Пирте патриот туйăмĕ пысăк. Кирек хăш шайри депутат та, предприниматель те, çар çынни те алла хĕç-пăшал тытнă. Килĕсенче вĕсене ашшĕ-амăшĕ, мăшăрĕсем, ачисем кĕтеççĕ.

Çар çыннисене патшалăх тимлĕ пăхать. Укçа-тенкĕ те парать. Апат енчен тивĕçтерет. Гуманитари пулăшăвĕ те çитет. Эпир Юхма Пăла тăрăхĕнчен пулăшу çитсен тăван тăрăха килнĕ пекех хĕпĕртетпĕр. Вăрнарсем, акă, автомашина çине мунча ăсталаса парса янă. Асаттесем те вăхăтĕнче Тăван çĕршыва фашистсенчен хỹтĕлеме кар тăнă. Пирте те вĕсен юнĕ вĕрет. Неонацистсен мăшкăлĕ пулмастпăрах.

В. КАПИТОНОВ Кивĕ Ахпỹрт

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика