Патăрьелĕнчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕпе "Паттăр" ФСКара Паттăрлăх орден кавалерне, Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнса пуçне хунă Алманчăри Николай Сымова асра тытса шахмат турнирĕиртнĕ.
Ăна уçнă çĕре муниципалитет округĕн администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ Ирина Рубцова, ашшĕ Виктор Николаевич тата Николай Викторовичăн мăшăрĕпе ывăлĕ хутшăннă.
Турнирта шкулсенче 1-11 классенче вĕренекен арçын ачасем вылянă. Ăна çитĕнекен ăру шахмат вăййине кăмăллатăр, вĕсен спортри маçтăрлăхĕ ỹстĕр, мала тухакансем палăрччăр, Николай Сымов ячĕ ĕмĕрлĕхе асра юлтăр тесе те йĕркеленĕ.
Çамрăк шахматистсем шутласа выляма пĕлни тĕлĕнтернĕ. Пĕрремĕш вырăна вара Дмитрий Пономарев, иккĕмĕшне Виктор Сымов, виççĕмĕшне Магсум Калмыков йышăннă.
Альбина ИВАНОВА
Ноябрь 2024 |