Донор пуласси сăваплă тивĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 20.06.2023, 21:29 Просмотров: 228

 ПУРНĂÇРА кирек кам та сывлăх тĕлĕшĕнчен тĕрлĕрен сăлтавпа йывăрлăха кĕрсе ỹкме, аварире суранланма (Турă сиртĕрех ун пек инкекрен) пултарать. Ун пек чухне çынна юн парса пулăшни питĕ кирлĕ. Çакнашкал лару-тăрура донорсен пархатарлă та сăваплă ĕçĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Хальхи вăхăтра Чăваш Республикипе 4,4 пин хисеплĕ донор шутланать. Вĕсем пурте 40 е тата ытларах хутчен юн панăскерсем. Çын пурнăçне çăлас тĕллевпе кар тăракансем Юхмапа Пăла тăрăхĕнче те сахал мар. Патăрьелĕнчи тĕп больницăри врач-трансфузиолог Ольга Зубова хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăтра "Хисеплĕ донор" ята тивĕçнисем 30ăн. Вĕсенчен улттăшĕ - медицина ĕçченĕсем. Ольга Владимировна çак пархатарлă тивĕçе çынсем пысăк хастарлăхпа, ăнланулăхпа хутшăннине, муниципалитет округĕнче йĕркелекен Донор кунĕсенче юн парас текенсем яланах йышлă пулнине палăртрĕ.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика