ШКУЛ ачисем кĕтекен хаваслă çуллахи каникул малалла тăсăлать. Умра асра юлакан савăнăçлă самантсем, усăллă çул çỹрев, ырă тĕл пулу çеç пултăр тесен çул çитмен ачасен те, ашшĕ-амăшĕн те кану кунĕсенче çыхăнăва татманни, пĕрле пулни, вĕсене тăтăшах тимлĕх уйăрни кирлĕ. Унсăрăн пĕве кĕмен хĕр ачасемпе арçын ачасем тĕрлĕрен киревсĕр ĕçпе çыхăнма та, пăтăрмах туса хума та пултараççĕ. Патăрьел муниципалитет округĕ çумĕнчи çул çитмен ачасен правине хỹтĕлекен комиссин иртнĕ ларăвĕнче шăпах çак ыйтусене çивĕчлетрĕç, уйрăмах каçхине 22 сехет хыççăн ачасем килте пулмаллине, вĕсене преступлени тăвасран асăрханмаллине каларĕç. Ларура административлă виçĕ ĕç пăхса тухрĕç. Вĕсенчен пĕри ашшĕ-амăшĕ çул çитмен ачана воспитани парассине кирлĕ пек тимлĕх уйăрманнипе, иккĕшĕ ытти сăлтавпа çыхăннă. Пăхса тухнă ыйтусемпе штраф пачĕç.
Ноябрь 2024 |