Юхмапа Пăла тăрăхне хумхантаракан шыв ыйтăвне те хускатнă
Июнĕн 19-21-мĕшĕсенче Федераци Канашĕнче Чăваш Республикин кунĕсем иртнĕ. Мероприятисене Федераци Канашĕн Председателĕ Валентина Матвиенко, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов, министерствёсен ертӳçисем, Раççейри субъектсен власть органĕсен ĕçченĕсем, пысăк предприятисен директорĕсем хутшăннă.
Федераци Канашĕн комитечĕсен ларăвĕсенче регионăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн ыйтăвĕсене пăхса тухнă. Вăл шутра Юхмапа Пăла тăрăхне тахçантанпа хумхантаракан шыв ыйтăвне те хускатнă. Тĕрĕсрех каласан, Чăваш Енĕн Федераллă адреслă инвестици программине _ виçĕ муниципалитет округĕнчи шыв пăрăхĕ кĕртессипе çыхăннă строительство проектне пăхса тухнă. Кун пек пуçарупа ларура Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ, РФ Президенчĕ çумĕнчи регионăн полномочиллĕ представителĕ Алексей Ладыков тухса калаçнă. Вăл Патăрьел, Комсомольски, Шăмăршă муниципалитет округĕсен ĕçмелли шыв енĕпе ыйту çивĕч тăнине тĕслĕхсемпе çирĕплетнĕ.
_ «Таса шыв» федераци программи кăтартăвĕсем тăрăх, юлашки çулсенче вырăнти халăха ĕçмелли пахалăхлă шывпа тивĕçтересси ÿснĕ, çакă 91,6 процентпа танлашнă. Анчах та Чăваш Енре халиччен централизациленĕ шыв пăрăхĕ пулман виçĕ муниципалитет округĕнче çак ыйту кун йĕркинчех тăрать. Кунта 90 ял, вĕсенче 50 пин çын пурăнать», _ тесе палăртнă Алексей Ладыков.
Алексей Ладыков пĕлтернĕ тăрăх, шыв хранилищине тума тата шыв пăрăхĕсене хывас ĕçсене Чăваш Енĕн пĕрремĕш Президенчĕ Николай Федоров ĕçленĕ чухнех пуçланă. Çитес вăхăтра асăннă виçĕ муниципалитет округĕсенче пурĕ 310 километр тăршшĕ шыв пăрăхĕсем хывмалла тата шыв тасатакан комплекссем хута ямалла. Çак ĕçсене пурнăçлама регион бюджетĕнчен проектпа смета документацийĕсене хатĕрлеме укçа-тенкĕ уйăрнă. Пĕтĕмĕшле каласан, асăннă проекта пурнăçлама 5 млрд тенкĕ кирлĕ.
Ҫавăн пекех комитетсенчен пĕринче регионти пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн инфратытăмĕн аталанăвне пăхса тухнă. Ăсталăх, вĕрентӳ тата культура комитетĕнче республикăри вĕрентӳ тата культура тытăмĕсен инфратытăмне тишкернĕ. Бюджетпа финанс рынокĕн комитетĕнче Чăваш Республикин тĕслĕхĕ çинче бюджета шайлашуллă тытса тăрассине тимлĕх уйăрнă. Аграрипе апат-çимĕç политикин тата çут çанталăк ресурсĕсемпе усă курас енĕпе ĕçлекен комитечĕн ларăвĕнче агропромышленность комплексĕн аталанăвĕ тата тăван тăрăха упрассипе çыхăннă ыйтусем тавра калаçнă. Федераци Канашĕн профильлĕ комитечĕн ларăвĕ Чăваш Республикинче социаллă политикăна аталантарассине тĕпе хунă. Экономика политики енĕпе йĕркеленĕ комитечĕн ларăвĕнче регионăн экономика аталанăвĕн çул-йĕрне хак панă.
Федераци Канашĕн 547-мĕш ларăвĕн «РФ субъект сехечĕпе» килĕшӳллĕн Олег Николаевпа Леонид Черкесов тухса калаçнă. Вĕсем Чăваш Енĕн социаллă пурнăçĕпе тата экономика аталанăвĕпе паллаштарнă. Ҫавăн пекех унта регионăн малашлăхри проекчĕсемпе паллаштаракан курав ĕçленĕ.
Александр Иванов хатĕрленĕ
Ноябрь 2024 |