ПРаççейре Педагогпа наставник çулталăкĕ пынă май Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ çамрăксен театрĕнче республикăри вĕрентекенсен династийĕсен форумĕ иртнĕ.
Унăн ĕçне педагогика пĕрлешĕвĕсен представителĕсем, шефа илнĕ Запорожье облаçĕнчи Бердянски районĕнчи вĕрентỹ организацийĕсен ертỹçисен делегацийĕ учитель династийĕсен "тĕнчипе" интересленес тĕллевпе хутшăннă.
Республикăри вĕрентỹ министрĕ Дмитрий Захаров салам сăмахĕкаланă.
"Педагогика династийĕн йышĕнче пулни, ăруран ăрăва вĕрентекен ăсталăха парса пыни - кăтартуллă ĕç. Вĕрентекен династийĕн хăйне уйрăм пурнăç йĕрки. Таса кăмăл, чыслăх, çынна ĕнентерме пултарни çитĕнекен ăрăва тĕрĕс пурнăç çулĕ çине кăларма пулăшать", - тесе палăртнă Дмитрий Анатольевич.
Патăрьел муниципалитет округĕнчи Карягинсене министр "Педагогика династийĕн мăнаçлăхĕ" номинацие тивĕçнĕ ятпа Тав çырăвĕ панă. Династи муниципалитет тата республикăри вĕрентỹ системин аталанăвне тивĕçлĕ тỹпе хывнă. Вĕсен йышĕнче географи тата филологи наукисен кандидачĕсем, шкул директорĕсем, Чăваш Республикипе Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ учителĕсем, "Халăх вĕрентĕвĕн отличникĕ", "Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ" ятсене тивĕçнисем пур.
Мероприяти вăхăтĕнче республикăри кашни муниципалитетăн педагогикăри династийĕсемпе паллашма май пулнă.
Альбина ИВАНОВА
Ноябрь 2024 |