Çĕршыв хỹтĕлевçи хисепе тивĕçлĕ ялан

Категория: Публикации Опубликовано: 24.06.2023, 13:51 Просмотров: 154

- Украинăри ятарлă çар операцине иртнĕ çул вĕçĕнченпе хутшăнатăп. Кĕске вăхăтлăх отпуска килме черет çитрĕ. Çак кунсенче каллех унта çула тухатăп,- тет Сăкăтри Дмитрий Горбунов. Аякра чухне ашшĕ-амăшне, мăшăрне, 4 çулхи хĕрне курассишĕн тунсăхланине пытараймасть. Пĕр çынна çеç çак шăпа çакланманнине те палăртать. Çула тухас умĕн кучченеçсем илсе каяссине пĕлтерчĕ. Пĕрин мăшăрĕ, теприн ашшĕ-амăшĕ, виççĕмĕшĕн тăванĕ посылка парса ярасшăн. Епле хирĕçлĕн?

Мĕн кирли çарта та çитнине каларĕ. Гуманитари пулăшăвĕшĕн хĕпĕртерĕ. Пĕр ялти Юрий Тинюков волонтерах вĕсем патне пилĕк хутчен çитнине палăртрĕ.

- Чунпа лерех эпĕ,- тет Дмитрий Владимирович. Отделени командирĕ пулнăран ытти юлташĕсемшĕн тунсăхлать. Çĕнтерỹпе каялла таврăнасса çирĕплетет. Маларах вăл И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн художествăпа графика факультетĕнче дизайнера вĕреннĕ. 2 çул хăйĕн профессийĕпе ĕçленĕ.

 - Ентешсене Юхмапа Пăла тăрăхĕн хĕрỹллĕ саламне çитеретĕпех. Малашнехи пурнăç çинчен тепрехинче çавра сĕтел хушшине ларса калаçăпăр,- тет уйрăлнă май çĕршыв хỹтĕлевçи.

 Çирĕп сывлăх, такăр çул сунатпăр ăна.

Альбина АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика