ÇУЛ-ЙĔР çăмăлттайлăха, асăрханусăрлăха юратмасть, анчах темшĕн чылай чухне çакна манатпăр. Инкекĕсем вара юлашки вăхăтра çине-çинех пулса тăраççĕ. Çамрăк, вăй питти çынсем, ачасем пурнăçран уйрăлни уйрăмах пăшăрхантарать. Статистика çуллахи вăхăтра аварисен шучĕ нумайланнине çирĕплетет. Республикăра июнь уйăхĕнче 14 кунра 12 çыннăн (!) кун-çулĕ вăхăтсăр татăлнă.
Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пилĕк уйăхра 12 çул-йĕр инкекне шута илнĕ, унтан тăваттăшĕ водительсем руль умне эрех ĕçсе ларнипе пулнă, иккĕшĕ çамрăк ăрупа çыхăннă. 22 çын аманнă, пĕри вилнĕ. Сусăрланнисем хушшинче икĕ ача та пур.
Аварисен шучĕ нумайланнине шута илсе муниципалитет округĕнче июнĕн 19-25-мĕшĕсенче "Пурнăçа упра!" хăрушсăрлăх эрни иртет. Çакă тимлĕхе ытларах ỹстермеллине тепĕр хут аса илтерет. Çавăн пекех çуллахи лагерьсенче воспитательсен, килте ашшĕ-амăшĕн, аслисен ачасене çул çинче асăрхануллă пулмаллине тепĕр хут аса илтерсен те аван.
Ноябрь 2024 |