Парне кăмăла уçать, чунра савăнăç çуратать

Категория: Публикации Опубликовано: 24.06.2023, 13:55 Просмотров: 173

 МУСКАВРИ "Ватлăх савăнăç кỹтĕр" ыр кăмăллăх фончĕ "Неотложка" проектпа килĕшỹллĕн Патăрьел муниципалитет округĕнче пĕччен пурăнакан тата сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшак çынсене валли апат-çимĕç тултарнă 16 пакет парса янă. Макарон, тип çу, пахча çимĕç, аш-какай тата пулă консервисем, чей, кофе, çăратнă сĕтпе пылак çимĕç чикнĕ хутаçа халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен Патăрьелĕнчи центрăн специалисчĕсем тимлĕх кирлисем патне çитернĕ те ĕнтĕ. Кзыл Чишмара пурăнакан Рафик Садретдинов та кучченеçлĕ пулнă. Хăйне çакăн пек парне панăшăн вăл чун-чĕререн хĕпĕртенине палăртнă май куçĕ те шывланнă, фонда тав тунă.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика