Пĕрлехи вăйпа яла хăтлăлатма та ансат

Категория: Публикации Опубликовано: 24.06.2023, 13:58 Просмотров: 171

Ял аталанăвĕ, пурнăç хăтлăхĕ власть тытăмĕнчи ертỹçĕсемпе пĕрлех вырăнти халăх хастарлăхĕнчен те килет. Мĕншĕн тесен хальхи вăхăтра тĕрлĕ шайри программăна кĕрсе ялта çĕнĕ объектсем хута ярас, хушма ĕç вырăнĕсем уçас, урамсене асфальтлă çул сарас, тăванăмăрсем ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă масар территоринче тирпей тăвас тата ытти ыйтăва татса парас тесен ял халăхĕн пĕр шухăшлăхĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ку тĕлĕшпе пĕр ялтан тăракан Пăлапуç Пашьел территори пайĕ ыттисемшĕн ырă тĕслĕхлĕ.

Сăмах май каласан, ăна 2006 çултанпа Владимир Никитин ертсе пырать. Ял пуçлăхĕ 17 çул (муниципалитет округĕнче çак должноçра чи нумай ĕçлекенни) халăхпа килĕштерсе, пĕр чĕлхе тупса тăрăшать. Тĕл пулура территори пайĕн пуçлăхĕпе Владимир Клементьевичпа Пăлапуç Пашьелсем халăх пурнăçне хăтлăлатас, яла капăрлатас тĕллевпе юлашки виçĕ çулта тĕрлĕрен программăпа пурнăçа кĕртсе пыракан, пĕрлехи вăйпа пурнăçлакан ĕçсем пирки калаçу пуçартăмăр.

- Чăваш Республики ял инфратытăмне çĕнетес, халăха ĕçлеме, канма хăтлă услови туса парас тĕллевпе наци проекчĕсене тата тĕрлĕ программăна пурнăçа кĕртессипе, халăх хастарлăхĕпе туллин усă курассипе ырă тĕслĕхлĕ. Владимир Клементьевич, юлашки çулсенче сирĕн территори пайĕнче те ку тĕлĕшпе курăмлă улшăнусем сахал мар пулчĕç. Çакăн пирки мĕнрен калаçу пуçарнă пулăттăр?

- Хальхи вăхăтра вырăнти укçа-тенкĕпе çеç яла аталантарма, инфратытăма çĕнетме çăмăл мар. Çавăнпа та Патăрьел муниципалитет округĕнчи территори пайĕсем май пур таран патшалăх паракан пулăшупа усă курма тăрăшатпăр. Юлашки виçĕ çулта çеç пирĕн ял сăн-сăпатне илем кỹрекен курăмлă улшăнусем пулнишĕн халăх та кăмăллă тесе шутлатăп. Чăн малтанах кашни çынна пăшăрхантаракан çул ыйтăвĕнчен сăмахăма пуçлатăп. Ялти урамсем çулсеренех тирпейленсе пыраççĕ. Пĕлтĕр хамăр бюджетран Канаш, кăçал Социализм урамĕсенчи çулсене тикĕслесе вак чул сартăмăр, йĕркене кĕртрĕмĕр. Çывăх вăхăтра Майăн 1-мĕшĕ тата Чапаев урамĕсенче çакнашкал ĕçе пурнăçламалла.

Каçхине урамсенче çутă пулманни чылай çынна пăшăрхантарнă, калаçтарнă. Халĕ çак ыйту та пирĕн ялшăн пĕтĕмпех татăлчĕ. Çутă юписене улăштарса çĕнĕ йышши, энергие перекетлекен лампăсем çакнă. Çавна май электроэнергишĕн укçи-тенки те сахал тăкакланать. Унччен ялти 39 точкăшăн çулталăкне 90 пине яхăн укçа каятчĕ пулсан, хальхи вăхăтра 110 точкăшăн та çĕр пин тенкĕне яхăн çеç энерги расхутланать.

- Владимир Клементьевич, сирĕн ялти пек хăтлă та кăмăллă кану паркĕ Юхмапа Пăла тăрăхĕнче урăх çук та. Паян ватти-вĕтти савăнакан культура вырăнĕ, ял уявĕ, ытти савăнăçлă мероприяти иртекен хитре лапам пирки тĕплĕнрех каласа парăр-ха.

- 2020 çулта культурăпа кану паркне республика программипе, пуçару бюджечĕпе хăтлăлатрăмĕр. Лапам пĕчĕк мар - 2 гектар. Кунта канма, уçăлса çỹреме, сывлăха çирĕплетме услови лайăх. Тĕп сценăпа куракансем валли хатĕрленĕ саксем пурте çумăртан та, хĕвелтен те шанчăклă хỹтлĕхре, вĕсене тăрă туса ăсталанă. Кунтах футболла, волейболла вылямалли, кĕрешмелли вырăнсем те пур. Кашни урам валли сакăр çурт-беседка. Ял уявĕсенче вĕсем ăна пĕринчен тепри капăр илемлетеççĕ. Тĕп сцена патне пыракан утма çула брусчатка сарнă. Кĕрекен хапха та, унта кĕмелли пĕчĕк каçма та хăйне евĕр асамлă, илĕртỹллĕ, тимĕрпе эрешлесе ăсталанă. Хальхи вăхăтра пирĕн культурăпа кану паркĕ ял инфратытăмĕн пĕр пайĕ. Кунта эпир кашни çулах Питравра ял уявне паллă тăватпăр, сумлă хăнасене кĕтсе илетпĕр, ял халăхĕпе пĕрле савăнатпăр.

Культурăпа кану паркне республика программипе тума 5 миллион ытла тенкĕ укçа кайрĕ. Вĕсенчен халăхран пуçтармалли пайне - икĕ миллион тенкине пирĕн хисеплĕ ентешĕмĕр, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Олег Мешков уйăрчĕ, ытти вара республика бюджетĕнчен кайнă.

- Владимир Клементьевич, пĕр-икĕ çул каялла аслисем валли çеç мар, çул çитмен шăпăрлансем валли те ял варринче тĕлĕнмелле капăр тата пуян- ача-пăча тата спорт лапамĕ ỹссе ларчĕ. Ăна сумлă лару-тăрура уçни, пархатарлă ĕçшĕн ачасем çеç мар, ашшĕ-амăшĕ те хĕпĕртесе ăшă сăмахсем калани паян та асрах-ха...

- Çапла, 2021 çулта "Хăтлă хула хутлăхне йĕркелесси" программа пулăшăвĕпе спорт тата ача-пăча лапамне уçрăмăр (сăн ỹкерчĕксенче: малтан çапларах пулнă тата халĕ). Паян кунта шăпăрлансене выляса савăнма, аслăраххисене тĕрлĕрен спорт снарячĕсем çинче хусканусем туса хул-çурăмне тĕреклетме мĕн пур услови çителĕклĕ. Площадкăра каçхине те çутă пур. Çавăнпа та кĕçĕннисемпе пĕрлех яш-кĕрĕм, аслисем те турник çинче туртăнаççĕ, лапамрах шашкăлла выляма та май пур. Хальхи вăхăтра ача-пăча лапамĕнче çуллахи хаваслă шав тăрать. Кунта кукашшĕ-кукамăшĕ патне хуларан каникула килнĕ ачасем те выляса савăнаççĕ. Территори таврашне карта тытни хăрушлăха сирет. Шăпăрлансем шанчăклă вырăнта вăхăтне ирттернишĕн ашшĕ-амăшĕ те кăмăллă.

- Мĕн ĕлĕкех чиркỹ, шкул ял илемĕ шутланнă. Пăлапуç Пашьел территори пайĕ пĕр ялтан çеç тăрать пулсан та администраци çуртне хирĕç ларакан капăр чиркỹ, вăтам шкул ял малашлăхĕ темелле...

- Çапла, вĕсем пирĕн ял инфратытăмне пуянлатакан учрежденисем шутланаççĕ. Сретени чиркĕвне уйрăм хастарсен, халăх вăйĕпе çĕнетсех, тирпейлесех тăратпăр. Виçĕ çул каялла Патăрьел муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Петр Ларев хăй шучĕпе чиркỹ тăррине улăштарса пачĕ. 2022 çулта кĕлĕ çурчĕн шалти пайне юсаса тирпейлеме пулăшрĕ. Кăшт маларах куполсене çĕнетнĕччĕ.

Кăçал пуçару бюджечĕпе Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă палăка (500 пин тенкĕ) юсамалла. Çывăх вăхăтрах кунта юсав ĕçĕсем пуçланĕç. Çавăн пекех 2023 çулта культура, шкул çурчĕсене те республика программипе çĕнетме палăртнă.

- Халăх сурсан кỹлĕ пулать, халăх вĕрсен вара хапха та уçăлать теççĕ ваттисем. 500 ытла çын пурăнакан ял паян пысăк вăй шутланать. Çĕнĕ проектсене, шухăшсене пурнăçа кĕртме чăн малтанах пĕршухăшлăх кирлĕ. Ку тĕлĕшпе сирĕн опыт çителĕклĕ пулин те йывăрлăхсене мĕнле парăнтарса пыратăр?

- Пĕрлĕхре, килĕшỹре вăй та, ăнăçу та, çитĕнỹ те. Вăрман тăрăхĕнчи пирĕн ял яланах çирĕп туслăхпа, пĕр-пĕриншĕн кар тăнипе палăрса тăнă. Çак ырă енсем пире кулленхи пурнăçра та пулăшса пыраççĕ. Ял малашлăхĕшĕн, тирпейĕшĕн меценатсем, ыр кăмăллă çынсем алă тăсса пулăшни пысăк çăмăллăх кỹрет. Пăлапуç Пашьел халăхĕ ырă пуçарăва хапăл туни те паха ен. Акă, 2022 çулта Патăрьел муниципалитет округĕ тирпейилем тĕлĕшпе йĕркеленĕ конкурсра пирĕн ялти Ленин урамĕ пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Çакă яла тирпей-илем кĕртесси пĕрлехи вăйран, кашнийĕн яваплăхĕнчен килнине тепĕр хут çирĕплетсе пачĕ. Хамăр вăйпа вырăнта пушар хуралне, машинине тытса тăни те пĕлтерĕшлĕ тесе шутлатăп. Инкек никама та куçа курăнса килмест. Хамăрăн пушар деповĕ пулни вара хăрушлăха сирме те, ăна парăнтарма та пулăшать.

Хаклав

Петр ЛАРЕВ, Патăрьел муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн депутачĕ:

 - Кирек мĕнле çынра та мул çеç мар, чун пуянлăхĕ пысăк пулни те пĕлтерĕшлĕ. Çавна май ялта халăхăн йăли-йĕркине тытса тăрас, культурăна аталантарас, çынсене кĕлĕ çуртне çỹреме, çав вăхăтрах пурăнма, ĕçлеме, канма кирлĕ услови туса парас тĕллевпе тăрăшатпăр. Пирĕн тăван тăрăхăмăр малалла аталанни, çĕнелни, яла çамрăксем пурăнма юлни, йышлă ача-пăча çуратса çитĕнтерни паянхи кун пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ку тĕлĕшпе пирĕн Чăваш Республики, Патăрьел муниципалитет округĕ тĕллевлĕ ĕçленине палăртмалла.

Альбина ЕГОРОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика