ПАТĂРЬЕЛ муниципалитет округĕн кашни территори уйрăмĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче мирлĕ тỹпешĕн, телейлĕ пурнăçшăн пуçĕсене хунă паттăрсене асăнса лартнă палăксем пур. Патăрьелĕнче те Мухтав монуменчĕ аякранах мăнаçлăн курăнса ларать. Юсав хыççăн вăл тата та ытларах илемленчĕ. Çакăншăн савăнмалла çеç, анчах пăшăрхантараканни те пур. Хăтлăх кỹртнĕ территоринче, ĕмĕрлĕх çулăм патĕнче шкул ачисем велосипедпа та, самокатпа та ним пулман пекех ярăнса çỹреççĕ. Çав арçын ачасен те кукашшĕ е аслашшĕ фашиста хирĕç çапăçнă пуль, вĕсем мăнукĕсене мĕн каланă пулĕччĕç-ши? Ытти ялсенче те çакăн пек ỹкерчĕке курма пулать. Ача-пăча палăк таврашне вылямалли лапам вырăнне усă курать. Кỹлепесем çине те ним пулман пекех хăпарса каяççĕ. Ашшĕ-амăшĕ те, ыттисем те кураççĕ, анчах нимĕн те каламаççĕ. Фашизма хирĕç кĕрешсе юнлă вăрçă хирĕнче выртса юлнă ентешсене хисеплеменнине пĕлтерет пек туйăнать çакă.
Ноябрь 2024 |