Республика кунĕнчен - дипломпа, грантпа

Категория: Публикации Опубликовано: 27.06.2023, 20:31 Просмотров: 126

Республика кунне паллă тунă май тĕп хуламăрта июнĕн 23-24-мĕшĕсенче Шупашкарти экономика форумĕ "Çирĕп аталану патне курс" темăпа пулнă.

Форум XIII хут иртнĕ, вăл килĕшỹсем йĕркелеме лайăх тата ыйтусене татма май паракан лапам шутланать. Мероприятие Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов та хутшăннă. Унтан вăл пысăк хавхаланупа таврăннă - Патăрьел муниципалитет округĕ инвестицисене тĕп капитала хывассипе ăнăçлă ĕçленипе тата территоринче экономика (налук) вăй-хăватне аталантарассипе 2022 çул пĕтĕмлетĕвĕпе иккĕмĕш вырăн йышăннине çирĕплетекен диплома тата гранта тивĕçнĕ. Укçана социаллă сферăна яма палăртнă.

(Хамăр корр.)

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика