Килĕшнĕрен лагерьте йăлтăр кулă питсенче

Категория: Публикации Опубликовано: 27.06.2023, 20:40 Просмотров: 128

 Патăрьел муниципалитет округĕнчи Общество палатин членĕсем вĕрентỹ учрежденийĕсенче çуллахи вăхăтра ачасен канăвне йĕркелекен лагерьсене çитсе курчĕç. Вĕсенчи условисемпе паллашрĕç, çитĕнекен ăру вăхăта мĕнле ирттернипе интересленчĕç, пĕтĕмĕшле çул çỹревпе кăмăллă пулчĕç.

 Шкулсенче ачасене пĕлỹ панисĕр пуçне вĕсене тĕрлĕ енлĕ аталантарса ỹстересси çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Историе куç умне кăларса тăратма май паракан музейсем йĕркеленĕ, спорт клубĕсем уçнă, медиа служба ĕçлет, театр студийĕсем хăйсен пултарулăхĕпе сцена çине тухаççĕ, алă ĕçĕпе мастер-классем йĕркелеççĕ тата ытти те. Çак ĕçсене кану вăхăтĕнче те туса пыма тăрăшаççĕ. Спорт мероприятийĕсем ирттереççĕ.

Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти лагере 72 ача çỹрет. 4 отрядран иккĕшĕ Патăрьелĕнчи "Паттăр" ФСКана шыва кĕме кайнăччĕ. Çакăншăн хавас çитĕнекен ăру. Унти инструктор куçĕ умĕнче техникăна пĕлсе шывра ишни кама килĕшмĕ-ха? Специалист инструктажĕ вырăнлах. Кăçал çеç республикăра шывра ачасем путса вилнĕ тĕслĕхсем пулни сехĕрлентерет. Çамрăкла вĕрентни чул çине юласса шанаççĕ аслисем.

Мечĕтре, паркра пулчĕç ушкăнпа. Фарид Чабатов фермер хуçалăхне çитесшĕн. Театр студийĕ халĕ те ĕçлет. "Сăр шурăмпуçĕ лăпкă..." (ертỹçи -Гузель Вахитова) театрализациленĕ представленипе тухнăччĕ вĕсем ял халăхĕ умне. Унта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пынă вăхăтра Сăр тата Хусан хỹтĕлев чиккисене тунă чухнехи саманта сăнланăччĕ. Çак ĕçе ялтан хутшăннă çынсене аса илнĕччĕ. Çамрăк артистсем тăрăшса выляни куракансен куççулĕнче те палăрнăччĕ.

 - Муниципалитетри 15 шкулта çитĕнекен ăрăвăн канăвне йĕркелекен лагерь уçрăмăр. Вĕсене 694 ача çỹрет. Ашшĕ- амăшĕ кăмăллă çакăнпа. Ывăл-хĕрĕ аслисен куçĕ умĕнче пулни чуна лăплантарать. Кунта вĕсем хăйсене çул çинче мĕнле тытмаллине аса илсех тăраççĕ. Пушар хуралĕн ĕçченĕсем патне экскурсие тухаççĕ. Йывăр шăпаллă çемьесенчи ачасем кун йĕркине çирĕп пăхăнаççĕ тата ытти те,- паллаштарать муниципалитет округĕн администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ Ирина Рубцова.

- Шăпах çаксене тĕпе хуни вырăнлă та,- хутшăнать калаçăва Общество палатин ертỹçи Анатолий Самакин. - Çул çитмен ачасем йĕркене пăснă тĕслĕхсем пĕр хутчен çеç пулмаççĕ-çке. Кунта вĕсем ушкăнпа хутшăнаççĕ, выляççĕ, ăмăртаççĕ, тавра курăма анлăлатаççĕ. Телефон е компьютер умĕнче вăйă выляса ларассинчен пăрăнаççĕ. Техĕмлĕ те вĕри апата вăхăтра çиеççĕ. Ашшĕ-амăш ĕçре чухне роллы, чипсы тутанни мар. Малашлăхра ачасен канăвне "Сэлэт-Батыр" общество центрĕнче те йĕркелесси çинчен сăмах пырать. Çывăхра канма условисем пур чухне мĕншĕн усă курмалла мар?

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти "Ачалăх - асамат кĕперĕнче" лагерьте 129 ача канать. Пурте пĕр тĕслĕ тумпа вĕсем. Илĕртỹллĕ. Çитĕнекен ăрупа педколледжсенче, педуниверситетсенче пĕлỹ пухакан пулас вĕрентекенсем - практикантсем ĕçлеççĕ. Çак кун экологи темине халалланăччĕ. Тăван тавралăха мĕнле упрасси çинчен пулчĕ сăмах. Маларахринче инкеке лекнĕ çынна пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ парассине пăхса тухнăччĕ. Сăвăс тапăнасран, çĕлен сăхасран мĕнле асăрханмаллине те вĕрентнĕ. Кашни мероприяти ачасен асĕнче юлмалла иртет. ГТО нормативне мĕнле тултарнине пăхма та кăмăллă пулчĕ.

Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулăн çĕнĕ стадион. Кунта кирек хăш спорт вăййине те ирттерме пулать. Ачасем Татмăш, Кивĕ Ахпỹрт, Çĕнĕ Ахпỹрт ялĕсенчен те çỹреме ỹркенмеççĕ. Çитĕнекен ăру Патăрьелĕнчи çĕнелнĕ модульлĕ ача-пăча библиотекине кайма кăмăллать.

Кивĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкул лагерьне 20 ача çỹрет. Вĕсен илĕртмĕшĕ - велосипед. "Автохула" та пур кунта. Çулленех шкулти çул-йĕрĕн çамрăк инспекторĕсен отрячĕ муниципалитетри, республикăри "Хăрушсăрлăх кустăрми" конкурсра малти вырăнсене йышăнать. Ачасем çул-йĕр правилисене хăнăхни кирлех. –

Манăçа тухнă спорт вăййисене - лапталла, 12 патакла... - выляссине çĕнĕрен "чĕртетпĕр". Сулхăн çанталăкра спорт зала кĕретпĕр. Хăтлă унта,- паллаштарать лагерь начальникĕ Зоя Михайлова. - Людмила Кошкина, Мария Ярусова, Ольга Рыбкина, Мария Табакова воспитательсем биссерпа тĕрлеме, хутран япаласем ăсталама вĕрентеççĕ.

Ачасене унчченхи ял пурнăçне сăнарлама Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулта уçă пĕлĕт айĕнче йĕркеленĕ музей та пулăшать. Икĕ çĕрте вĕсен. Çитĕнекен ăру çĕр ĕçĕнче усă куракан хатĕрсемпе, тырă авăртакан арманпа... паллашма пултарать. Шкул стенчĕсене те çĕнетсех тăраççĕ кунта. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене манмаççĕ. "Вилĕмсĕр полк" та пур. Вĕсем яла шурă акăш евĕр таврăннине çирĕплетеççĕ. Шкул директорĕ Гелнур Сабитова ачасене воспитани пама пулăшакан кашни стендпа паллаштарма тăрăшрĕ.

Сăкăтри вăтам шкулта канакан ачасен пурнăçĕ те илĕртỹллĕ иртет. Çакна çитĕнекен ăру хăй çирĕплетрĕ. Республикăри Ача прависене хỹтĕлекен уполномоченнăйĕн Патăрьел муниципалитет округĕнчи обществăлла пулăшуçи Светлана Ибетова кашни лагерь санитарипе эпидемиологи тĕлĕшĕнчен тивĕçтернĕрен уçăлнине палăртрĕ.

 Общество палатин членĕсем çỹлерех асăннă учрежденисенче ачасен канăвĕ йĕркеллĕ иртнине çирĕплетрĕç.

Альбина АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика