Ир тăрсан ырлăх, каç выртсан канлĕх пултăр тесе тăрăшать кашни çын çут тĕнчере. Ырлăхне те, канлĕхне те тăваканни вара хăйех. Ытлă-çитлĕ пурăнас тесен ĕçре пиçĕхмелле. Туçа ялне Муркаш тăрăхĕнчен качча килнĕ Наталья Углева та ĕçре харсăр пулнипе палăрнă. Хăйсен енче севок ỹстерсех каймаççĕ пулсан та кунта сухан вăрлăхне çитĕнтерес ĕçе часах хăнăхнă.
Анчах пурнăçĕ ир такăннă. Мăшăрĕ сарăмсăр вилни ал-урана çыхса лартнипех танлашнă. Çавах пурăнмалла. Ывăлне çитĕнтермелле. Кăçал 6 класран вĕренсе тухрĕ Максим. Лайăх вĕренет. Амăшне кирек хăш ĕçре те пулăшма хатĕр.
Чуна пусармашкăн алă ĕçĕ тытать Наталья Леонидовна. Ку хутĕнче вăл Туçари вăтам шкулта вĕренекенсене тухьясем çыхса илемлетсе пачĕ. Вуннă таран.
- Ачасем концертсене тăтăш хутшăнаççĕ. Чăваш тумĕсем пур вĕсен. Мĕншĕн тухья тăхăнмалла мар? Вĕсене ăсталамашкăн хăйсен пултарулăхĕ çитмессе пултарать. Çиппи те, йĕппи те, шăрçи те кирлĕ.
Вĕренекенсен вăхăчĕ те хĕсĕкрех. Кăмăлтан тăхăнччăр. Тухьясем аслăрах çулхисене те, кĕçĕннисене те юраççĕ,- тет Наталья. Вĕренекенсем ĕçе кĕртрĕç те парнене. Аслă Вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлев çуралнăранпа 175 çул тултарнине халалласа ирттернĕ концертра тăхăнчĕç. Паха япалашăн савăнчĕç.
Кỹрши-арши Наташа пултарулăхне маларахах сăнанă-ха. Вăл кашни Çĕнĕ çул умĕн чăрăш йĕри-тавра чĕр чунсен кỹлеписене çипрен çыхса ăсталать. Мĕнле илĕртỹллĕ тухаççĕ вĕсем. Унта кроликĕте, автанĕ те, йытти те... пур. Кашни килен-каян киленет вĕсемпе. Парнелĕх те сахал мар хатĕрлет. Халь çамрăксем правур. Интернет урлă темĕн те тупса ăсталама пултараççĕ.
Унпа пĕр шухăшлисем сахал мар. Лидия Федорова, акă, вĕтĕ шăрçапа тĕрлеме ăста.
Пушă вăхăтра "Çăлкуç" фольклор ансамбльне çỹрет Наташа. Кунта та алă ĕçне килĕштерекен чылай. Галина Мулюкова хăй те тухья сахал мар ăсталать. Вăл лап вырттарса тĕрлеме ăста.
Пултаруллă çын пур ĕçре те маттур тесе ахаль каламан. Чăваш хĕрарăмĕн çи-пуçне малашне те капăрлатма ỹркенмест Наталия Леонидовна.
Альбина КАПИТОНОВА
Ноябрь 2024 |