Темиçе çул каялла ялпа хула пурнăçĕ питĕ уйрăлса тăратчĕ. Килĕрен ирĕн-каçăн кăмакаран тĕтĕм тухнă вăхăтсенче пурте пусăран шыв йăтнă. Ас тăватпăр-ха, ялсенче çул-йĕрĕ те япăхчĕ, кĕркунне-çуркунне кĕме-тухма та йывăрччĕ, суту-илỹ магазинĕсем хальхи евĕр нумай мар, сахалччĕ тата ытти те. Хула хăтлăхĕ пирки ун чухне шутламан та. Ял пурнăçĕ тенĕ те лăпланса пурăннă. Паян вара пурнăç ырă енне улшăнса пынăшăн уйрăмах ватă çынсем савăнаççĕ. Хальхи вăхăтра чылай ялта асфальт çулсем, ача-пăчана выляса киленме ятарлă лапамсем те пур, килти пурнăç условийĕсем те хуларинчен кая мар... –
Пурнăçра хура-шурне сахал мар курма тиврĕ. Вăхăтĕнче мăшăрăмпа чухне хулара та пурăнса пăхма, ĕçлеме тиврĕ. 1969 çултанпа Пăлапуç Пашьелĕнче пурăнатпăр. Ачасем пурте тĕрлĕ çĕрте тĕпленчĕç. Апла пулин те кашни эрнерех килсе çỹреççĕ, мана тунсăхлама памаççĕ. Çурт-йĕре те, пахчасене те тирпейлĕ тытаççĕ. Çакăншăн чун савăнать. Паян пирĕн пек ватăсене те ялта пурăнма йывăр мар. Килте мĕн пур услови çителĕклĕ: шывĕ кĕрет, тухать, ытти хăтлăхĕ те пур. Хуларинчен пĕрре те кая мар. Пăлапуç Пашьел ялĕ хăтлăланса, капăрланса пыни та хавхалантарать,-кăмăлтан калаçать 83 çулхи ĕç ветеранĕ, пилĕк ача амăшĕ Валентина Тимофеева.
Альбина ЕГОРОВА
Ноябрь 2024 |