Интереслĕ экскурсии

Категория: Публикации Опубликовано: 27.06.2023, 20:42 Просмотров: 101

 "Присурский" заповедникăн Патăрьел муниципалитет округĕнчи участокĕ Кĕçĕн Шăнкăртамра (Тутар Тимеш ялĕ çумĕнче) вырнаçнă. Лаптăкĕ те пĕчĕкех мар - 27,6 гектар йышăнать. Унта сăвăрсем пурăнаççĕ. Вĕсен пурнăçĕпе интересленекенсем нумай. Ку хутĕнче чĕр чунсене курма Туçари вăтам шкулти вĕренекенсем çитнĕ. Çитĕнекен ăрăва аслă наука сотрудникĕ Миназым Рахматуллин кĕтсе илнĕ. Вăл сăвăрсен пурнăçĕпе паллаштарнă. Бинокльпа пăхсан чĕр чунсене алă тупанĕ çинчи евĕрех куратăн.

 Сăнав беседки пурри те кăмăллă. Вăл курма пыракансене хĕвелтен те, çилтен те, çумăртан та хỹтĕлет.

Вĕренекенсем сăвăрсен сукмакĕпе утрĕç. Миназым Минегалиевич каласа панине тимлесе итлерĕç, нумай интереслине пĕлчĕç. Çавăн пекех Чăваш Республикин Хĕрлĕ кĕнекине кĕртнĕ сайра тĕл пулакан кăсăя йăвине курчĕç. Ытти кайăксеннинчен урăхла вăл. Алса евĕрлĕ. Пысăк пỹрни тĕлĕнчен кĕрсе çỹремелле. Сăвăрсен лаптăкĕнче тĕрлĕ ỹсен тăран ỹсет. Тĕслĕхрен, Австри австрагалĕ, тимьян (чабрец), зверобой тата ыттисем те. Лĕпĕшсем вĕçеççĕ. Çĕр çырли çитĕнет. Нумай çĕннине пĕлчĕç ачасем.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика