Хальхи саманара планшет, телефон, компьютерсăр пурнăç та çук. Ачасем çамрăкранах вĕсемпе интересленме тытăнаççĕ. Тепĕр чухне ашшĕ-амăшĕ 1,5-2 çулсенчи ачинех телефон тыттарать. Кун пек чухне çитĕнекен ăру вĕсене чăрмантармасть. Çакă сывлăх çине мĕнле витĕм кỹрет-ха?
Ачасен куç аталанăвĕ 13-14 çулчченех пырать. Çавна шута илсе телефона ача аллине ир пани вырăнсăр та.
Пĕчĕкскерсем куçĕсене экран çывăхне тытаççĕ. Пĕчĕк саспаллисем, цифрăсем тимлĕхе ỹстерме ыйтаççĕ. Куç ывăнать. Акă мĕн шута илме тăрăшмалла: смартфон экранĕпе пит хушши 30 сантиметртан кая пулмалла мар. Вылямалли вăхăт вăраха ан кайтăр. Вăл мĕн чухлĕ сахалрах, çавăн чухлĕ лайăхрах. Телефонпа тĕттĕм çĕрте усă курасран асăрханăр.
Енчен те ача телефонпа вăйă выляма ыйтать пулсан, ăна компьютерпа е ноутбукпа ларма ирĕк парăр.
Çулсем хушăннăçемĕн ачан интересĕ те ỹссех пырать. Çавăнпа ăна çамрăкранах вылянă чухне куçа кантармалли упражненисем тумаллине, тăхтавсем кирлине ăнлантармалла. Çакна хăвăрăн тĕслĕхпе çирĕплетмелле.
Надежда ЗАЙЦЕВА, Патăрьелĕнчи врач офисĕн медицина сестри
Ноябрь 2024 |