Юрату туйăмне ан парăр нихăçан сỹнме

Категория: Публикации Опубликовано: 30.06.2023, 19:21 Просмотров: 47

ПĔР çемье çулĕпе утма тĕллев тытнă çамрăксем паян мăшăрланма та асра юлмалли куна суйласа илме тăрăшаççĕ. Ку уйăхра вăл июнĕн 23-мĕшĕнче пулчĕ: 23.06.2023. Патăрьелĕнчи Мăшăрлану керменĕнче çак кун икĕ мăшăршăн Мендельсон маршĕ янăранă. Чи малтанах Сăкăт хĕрĕпе Самар облаçĕн каччи пĕр-пĕрне ĕмĕр тăршшĕпе юратса, хисеплесе пурăнма сăмах панă. Вĕсем хыççăн пĕр хушамат йышăннисем Юхмапа Пăла тăрăхĕнчех çуралса ỹснĕ: Владислав - Шăхачран, Анжелика - Аслă Чементен. Шăпах Тарасовсем кăçал Патăрьел муниципалитет округĕнчи 50-мĕш мăшăр пулса тăнă.

ЗАГС пайĕнче ĕçлекенсем çамрăксене мăшăрланнине çирĕплетекен документа панă май Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн Рудольф Селивановăн ăшă саламне илсе çитернĕ, çулсем иртсен те пĕр-пĕрне ăшă куçпа пăхма, юратăвне упрама суннă.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика