Юсав ĕçĕсем пыраççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 30.06.2023, 19:31 Просмотров: 47

Шкулсенче çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕрленме тытăнчĕç те ĕнтĕ. Акă, Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулăн акт залĕн тата спортзал тăрри кивелнĕччĕ. Ăна шиферпа витнĕ пулнă. Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕ бюджетран пулăшу кỹнĕ. Материал туяннă чухне вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕ, ентешсем те айккинче юлман. Александр Ефимов, Олегпа Александр Мешковсем, Николай Чернов, Эдуард Корнеев, Елена Иванова тата ыттисем сумлă пулăшу хывнă.

 Шăвăçне илнĕ. Ĕçе пикеннĕ. Ăна ниме мелĕпе пурнăçланă. Вĕрентекенсем, ĕçрен пушă чухне хуралçăсем, газ операторĕсем явăçнă.

 Иртнĕ çул çак меслетпе автобус лартмалли гараж тунăччĕ.

Малашлăх тĕллевĕсем тата та пур-ха. Вĕренỹ çурчĕн пĕрремĕш хутĕнчи чỹречисене пластикпа улăштарасшăн. Хашакĕсене унчченхисенех хăварса ĕçе хăйсен вăйĕпе пурнăçласан укçа-тенке перекетлеме май пуррине шута илнĕ. Кун пек чухне пĕр чỹрече шайĕпе теприне те çĕнетме пулать.

 Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика