Пулăшма хатĕр кашни çĕнтерỹ салтакне

Категория: Публикации Опубликовано: 30.06.2023, 19:50 Просмотров: 163

УКРАИНĂРИ ятарлă çар операцине хутшăнакансене кашнийĕ май пур таран пулăшма тăрăшать. Шкул ачисем салтаксем патне çырусем çырса хавхалантараççĕ, аслисем маскировка сеткисене çыхаççĕ, апат-çимĕç парса яраççĕ... Кивĕ Ахпỹртре пурăнакансем те ыр кăмăллăхран айккинче юлмаççĕ. Любовь Гаврилова, Александра Еливанова, Валентина Карягина, Федор Мышкин, Маргарита Ермакова, Зоя тата Галина Арлановăсем тата ыттисем те тăрăшнипе гуманитари пулăшăвне ăсатнă. Салтаксене пирĕн тимлĕх кирлех. Çĕньялсем маскировка сеткисене темиçе хутчен те çыхрĕç. Патăрьелĕнче пурăнакан Тальгат Шакуров çĕр улми, фасоль, маринадланă хăяр-помидор панă, вăл çыру та çырнă, ятарлă çар операцине хутшăнакансене тăван тăрăха тĕрĕс-тĕкел таврăнма суннă.

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика