Июнĕн 24-мĕшĕнче "Спорт çемйи" Республика фестивалĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕн парнисемшĕн тупăшнă. Унта сывă пурнăç йĕркине тытса пыракан тата спорта кăмăллакан 21 çемье хутшăннă. Ăмăртусем "Олимпийский" стадионта иртнĕ. Вăййа хутшăнакансене 3 ушкăна уйăрнă: ашшĕ, амăшĕ тата 9 çулчченхи ачи, ашшĕ, амăшĕ, 10-12 çулсенчи хĕрачи, ашшĕ-амăшĕ, 10-12 çулсенчи арçын ачи. Программăра эстафета чупмалла, дартсра сăнăпа (дортикпа) пемелле, ГТО нормативне тултармалла пулнă.
Патăрьел муниципалитет округĕн чысне Ахметовсен çемйи хỹтĕленĕ. Вĕсем мала тухнă пилĕк участникран пĕрисем пулнă.
Асăннă мероприятире çĕнтерни мар, унта хутшăнни паха.
Фестиваль кашнийĕн кăмăл-туйăмне çирĕплетме пулăшнă, çемье йăли-йĕркине малалла тăсма май панă.
Ноябрь 2024 |