Сывлăха тăтăшрах тĕрĕслеттермелле

Категория: Публикации Опубликовано: 04.07.2023, 20:40 Просмотров: 544

Сахăр диабечĕ - тĕнчери сывлăх сыхлавĕн чи çивĕч проблемисенчен пĕри. Унпа 500 миллиона яхăн çын асапланать. Чире аталанма глюкоза шайлашăвĕ, белоксен, углеводсен ылмашăнăвĕ улшăнни, шывпа тăвар, минералсен балансĕкирлĕ чухлĕ пулманни пулăшать. Хырăм ай парĕорганизма çителĕклĕ инсулин туса парайманнипе те çыхăннă. Çавна май глюкоза клеткăсене çитеймест, юнра пуçтарăнать.

Сахăр диабечĕ чухне куç курасси япăхланса пыни, пỹрне вĕçĕсем çывăрма пуçлани, тарлаттарни палăрма, ĕшенни сисĕнме, ỹт кĕçĕтме пуçлать. Суран тỹрленесси вăраха каять. Хăшĕсен шăк чаракĕ те çухалать. Пĕрисем начарланма, теприсем ỹт хушма тытăнаççĕ.

Пĕрремĕш ушкăнри сахăр диабечĕ ачасен çуралнă-çуралманах пулма пултарать. Тепĕр чухне ỹт хушнăçемĕн чир пуррине систерет. Чир ашшĕ-амă- шĕнчен те куçма пултарать. Сахал хускану туни витĕм кỹрет. Ачаран кăкăр ĕмменни, пирус туртни - каллех чир пуçламăшĕн сăлтавĕсем.

Кирек хăш чире те маларах палăртни вырăнлă. Юнри глюкозăна пĕлме çулталăка пĕр хутчен те пулин анализ пама тăрăшмалла. Чирлисен вара ăна тăтăшрах тĕрĕслеттермелле. Тухтăр кашнинех сиплев курсĕпарать. Эмелсем вăхăтра ĕçни сывлăха пĕр шайра тытса тăма пулăшатех.

Ферия ХАФИЗОВА, районти тĕп больницăн поликлиникин заведующийĕ

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика