Именкассинче çуралса ỹснĕ Геннадий Данилов Украинăри ятарлă çар операцине мобилизаци йĕркипе кайнă. Аманнăскер хальхи вăхăтра сипленет. Сывалсанах каллех строя тăма ĕмĕтленет.
Çар ретĕнче пулма килĕшỹ çырнăскер хăйĕн тивĕçне чыслăн пурнăçласса шанать. Юлташĕсемшĕн шанчăклă çын вăл. Чечняра та пулнă. Геннадий Петрович маларах çемйипе Мускавра пурăннă. Икĕ ывăлĕ ашшĕ çĕршывăн шанчăклă хỹтĕлевçи пулнине лайăх ăнланаççĕ.
Çак кунсенче яла савăнăçлă хыпар çитрĕ. Геннадий Данилова çар тивĕçне чыслăн пурнăçланăшăн Паттăрлăх орденĕпе наградăланă.
Альбина КАПИТОНОВА
Ноябрь 2024 |