УКРАИНĂРИ ятарлă çар операцине хутшăнакан кашни салтак паттăр, вĕсем çамрăк ăрушăн тĕслĕхлĕ çынсем. Сăкăтри вăтам шкулти çуллахи лагере çỹрекен ачасем çакна хăйсем курса ĕненнĕ. Николай Тинюковпа Юрий Тинюков волонтер вĕсене неонацистсене хирĕç кĕрешекенсемпе тĕл пулу йĕркелесе панă. Çар тумне тăхăннисем хăйсен пурнăçĕпе кĕскен паллаштарнă, Тăван çĕршыва юратнине, çак туйăм вĕсене тăшманпа кĕрешме вăй-хăват панине каланă. Вĕренекенсем вĕсене ăнăçупа пĕрлех килĕсене тĕрĕс-тĕкел таврăнма суннă.
Юрий Тинюков волонтерпа юлташĕсем, унпа пĕр шухăшлисем пулăшнипе Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансене кирлĕ япаласене темиçе хутчен те çитерсе панă. Юрий Петрович салтаксем ачасенчен çырусем те кĕтнине, вĕсем çар çыннисене питĕ хавхалантарнине палăртать.
Ноябрь 2024 |