ÇУЛЛА çитнĕ май çынсем вăрмана уçăлма, çырла-кăмпа пуçтарма, милĕк хатĕрлеме çỹреме пуçларĕç. Çут çанталăк "ỹпки" хăйĕн ырлăхĕпе пурне те савăнтарать. Шел пулин те, этемлĕх ăна сиен те кỹрет. Чылай чухне пĕр хут усă курмалли, кĕленче савăт-сапана пăрахса хăваратпăр. Пирус тĕпĕсене ывăтнă, чĕртнĕ кăвайта йĕркеллĕ сỹнтермесĕр тăратса хăварнă тĕслĕх- сем те тĕл пулаççĕ. Тимсĕрлĕхе пула чĕр чунсен, кайăк-кĕшĕк килĕ çулăмра пĕтет. Вăрман ĕçченĕсем тимлĕхлĕ пулмалли пирки аса илтерсех тăрсан та шута хуманни пăшăрхантарать.
Акă, июнь уйăхĕн вĕçĕнче Йĕпреç тăрăхĕнче вăрман çунма пуçланă. Пушара вăхăтра сиссе ĕлкĕрнипе çеç ăна сарăлма паман.
Ноябрь 2024 |