Июлĕн 3-мĕшĕ. Çак кун 1944 çулта "Багратион" операци вăхăтĕнче пирĕн танксем Минска тăшмансенчен хăтарнă. Çак кун Белорусси Республики Никама пăхăнмаллăх кунне паллă тăвать.
Июлĕн 7-мĕшĕ. Çак кун 1770 çулта вырăс флочĕ Чесменск çапăçăвĕнче Турци флотне çапса аркатнă.Çĕнтерĕве халалласа II Кĕтерне патша медаль тума хушнă. Унта пĕртен-пĕр сăмах - "Быль" - пулнă. Вăл "Турци флочĕ пулнă, халĕ çук" тенине пĕлтернĕ.
Июлĕн 10-мĕшĕ. Çак кун 1709 çулта вырăс çарĕ I Петĕр патша ертсе пынипе Полтава патĕнчи çапăçура шведсен çарне çĕнтернĕ. "Çак сехетре Тăван çĕршывăн шăпине татса паратпăр",-тенĕ I Петĕр патша çапăçу умĕн.
Июлĕн 12-мĕшĕ. Çак кун 1943 çулта Прохоровка ялĕ патĕнче танксен çапăçăвĕ иртнĕ. Тытăçăва икĕ енĕпе 1200 танкпа хăй тĕллĕн çỹрекен çапăçу машини хутшăннă. Нимĕçсем 400 танкран 300-шне çухатнă. Германи çарĕшĕн ку питĕ пысăк çухату пулнă.
Июлĕн 13-мĕшĕ. Çак кун 1944 çулта "Багратион" операци вăхăтĕнче Литван тĕп хулине Вильнюса фашистсенчен хăтарнă.
Июлĕн 15-мĕшĕ. Çак кун 1410 çулта вырăс çарĕсем тата унăн союзникĕсем - литовецсем, чехсемпе поляксем - Грюнвальд çапăçăвĕнче нимĕç рыцарĕсене çĕнтернĕ. Смоленск полкĕсем Тевтонский орденлă рыцарьсен тапăнăвне чăтса ирттерсе çапăçу вĕçленĕвне лару-тăрăва улăштарнă. Нимĕçсен тата вĕсен Европăри 22 çĕршыври союзникĕсене парăнтарнă. Орден урăх вăй илеймен.
Июлĕн 18-мĕшĕ. Çак кун 1770 çулта Петр Румянцев ертсе пыракан вырăс çарĕ йышпа икĕ хут пысăкрах Турци çарне çапса аркатнă. Ларга юхан шывĕ (хальхи Молдавинче) хĕрринчи çĕнтерỹшĕн Румянцев çар начальникĕсенчен пĕрремĕш Çветтуй Георгин пĕрремĕш степеньлĕ орденне тивĕçнĕ.
Июлĕн 23-мĕшĕ. Çак кун 1240 çулта Александр Ярославич ертсе пыракан вырăс çарĕ Нева шывĕ хĕрринче шведсене çапса аркатнă. Летопиçсенче палăртнă тăрăх, Александр хăй шведсен çар начальникне Биргера амантнă: "хăйĕн çивĕч сăннипе пичĕ çине пичет лартнă". Александр вара çакăн хыççăн Невский хисеплĕ ята тивĕçнĕ.
Ноябрь 2024 |