Кĕтмен тĕл пулу ытамĕнче

Категория: Публикации Опубликовано: 08.07.2023, 10:59 Просмотров: 463

малалли

Офицер каланине тимлĕн итлесе ларнă май, Вадим тăруках тем аса илчĕ те хăрах аллине çĕклесе, ăна аялалла лаш! сулчĕ. Вăл тенкел çинчен тăрса кравать патнелле таплаттарса кайрĕ, ун айĕнчен вунă литр кĕрекен канистр туртса кăларса, ăна юриех хыттăн шампăртаттарса каялла таврăнчĕ.

- Валера, эсир - манăн коллега! - терĕкаччă, куркасене чашкăрса тăракан сăра янă май. - Эпĕ те тепĕр икĕ эрнерен культура институтне пĕтеретĕп...

- Вадим, малалла пĕр-пĕрне "эсĕ" теме пуçлар, - йĕкĕтĕн калас сăмахне пỹлсе, тỹрлетрĕ ăна офицер.

- Килĕшетĕп санпа, - хуравларĕ Вадим, ĕнер апат хыççăн çывăхри хупахра туяннă сăра кружкине клуб начальникĕ умне лартса. - Эх, лайăх та сăри! - тăп тулли куркана пушатнă хыççăн çỹхе тутине сăмса тутрипе шăлса илчĕ çар çынни. - Юриех ман валли хăварнă пекех пулса тухрĕ-ха ку. Хăналанăшăн тавах.

- Ĕнер, патшалăхăн диплом умĕнхи пĕрремĕш экзамена ăнăçлă тытнă хыççăн, пỹлĕмре пĕрле пурăнакан Юрийпе кăштах паллă турăмăр темелле. Вăл хула çывăхĕнчи Поляны ялĕнчен. Ĕнер каç еннелле килне кайрĕ. Паянхи лекцисене килместĕп, терĕ.

Калаçса ларнă май, тепĕр курка сăрана та кăштах кăпăкланса тăраканскере, Вадим çар çынни умне лартрĕ. Окулов ерипен, пĕчĕк сыпкăм тăва-тăва ăна тĕппипех пушатрĕ. Кун хыççăн вăл пĕтĕмпех йĕркене кĕрсе çитни тỹрех курăнчĕ: куçĕ йăл-йăл! çиçме пуçларĕ, патвар хулпуççине калла-малла вылятса илчĕ.

 - Ỹсĕр пулсан та, аслă урама тухман-ха эсĕ, никам курман вăрттăн вырăнта çывăрса урăлма пуç çитернĕ, - офицер умĕнче савăнăçне пытармарĕ Вадим.

- Кăштах чеелĕх те кирлĕ- çке службăра. Институтăн хăш уйрăмне пĕтеретĕн вара? - кăсăкланчĕ офицер.

- Манăн пулас професси - методист-культурăпа çут ĕç йĕркелỹçи.

- Анлă профильлĕ специалистсене хатĕрлеççĕ çак уйрăмра, - терĕ Окулов. - Выпускниксем хулари е районти культура пайне ертсе пыраççĕ, культура керменĕн директорĕнче е методистра вăй хураççĕ. Сирĕн, выпускниксен, малашнехи ĕç вырăнĕ паллă ĕнтĕ: Вадим, санăн вара ăçта ĕçлемелле пулать? –

 Эпĕ хамăрăн Чăваш Республикипе кỹршĕллĕ Ульяновск облаçĕнчи района каятăп, унти культура керменĕнче аслă методистра вăй хума пуçлатăп. Çак специальноçпа ĕçлекене райцентрта тỹрех пĕр пỹлĕмлĕ хăтлă хваттерпе тивĕçтереççĕ. Нумаях пулмасть унта кайса килтĕм те ĕнтĕ, института йыхрав хучĕ тăратрăм.

- Яваплă ĕçре ăнăçу сунатăп сана, Вадим.

- Çарти служба хăвăн та лайăх пытăр, Валера, пакун çинчи пĕчĕк çăлтăр малашне пысăкраххипе ылмашăнтăр.

- Тавах ырă сăмахушăн. Çапла пултăрччĕ.

Вĕсен ăшпиллĕ калаçăвĕн çиппине шартах татса, çуртсен картишĕнче сасартăк милицин хĕрлĕ пиçиххиллĕ автомашинин сирени янăраса кайрĕ. Çакна илтсен Вадимпа Валерий пĕр харăс тенкел çинчен тăчĕç те чỹрече çывăхне тăрса урамри лару-тăрăва сăнама, шăв-шавлă калаçăва тăнлама пуçларĕç.

- Хăш тĕлте ỹсĕр выртать вара эсир милицие шăнкăравласа пĕлтернĕ çар çынни? - хĕрарăмсем çине пăхса хыттăн калаçрĕ кабинăран тухнă милици офицерĕ.

- Авă, çав кĕтесре харлаттаратчĕ ỹсĕр салтак, - аллине вĕлтĕренпе хупах пусса илнĕ вырăналла тăсрĕ милицин дежурнăй чаçне телефонпа шăнкăравланă пенсионерка.

- Ахаль салтак пек туйăнмарĕ-ха вăл - пысăкрах чинлăччĕ пулас, - тỹрлетрĕ ăна тепĕр хĕрарăм.

- Лейтенант юлташ, эпĕ ăна живо-два автомашина кабинине сĕтĕрсе килсе пăрахатăп, - хытхура ашкăракан вырăналла лĕпĕстетрĕ милици сержанчĕ.

- Мĕншĕн "харлаттаратчĕ"? - ыйтрĕ хĕрарăмсенчен милици офицерĕ. - Халĕ харлаттармасăрах çывăрать-и вара? Урăлса çитиччен кантарăпăр вара ăна хамăрăн вăхăтлăх тытмалли изоляторта. Протокол çырса дежурнăй чаçри журналта регистрациленĕ хыççăн çар чаçĕн командирĕпатне шăнкăравлăпăр...

- Лейтенант юлташ, çук вăл кунта! - унталла-кунталла пăхнă май кăшкăрчĕ милици сержанчĕ.

- Мĕнле çук? - тарăхса кайрĕ милици офицерĕ.

- Мĕн ахаль вăхăт ирттерсе çỹремелле штоль пирĕн? Лайăхрах шыра!

- Çук, ниçта та çук ỹсĕр выртнă çар çынни! - шăлаварне кăткă евĕр çыпăçнă куршанаксене хăпăта-хăпăта айккинелле печĕ лешĕ.

- Юрĕ вара, çук çине суд та çук, - тинех лăпланчĕ патруль службин пуçлăхĕ.

 - Çар çынни, урăлнăскер, хăех тăчĕ те аслă урам еннелле утрĕ, - аллине икĕ çурт хушшинчи тăвăр çул таврашнелле тăсрĕ хĕрарăмсенчен пĕри.

 - Юрĕ, кайрăмăр эпир! - терĕ милици офицерĕ, кабинăра водительпе юнашар вырнаçса. - Пирĕншĕн обществăлла вырăнсем ỹсĕрсемсĕр пулни тата лайăхрах.

- Эх, эпир, хĕрарăмсем... - вырăнтан хускалнă автомашина еннелле пăхса калаçрĕ тулли пỹ-силлĕ хĕрарăм. - Çар çыннисем пирĕн ывăлсемех вĕт-ха. Мĕн, пирĕн хамăрăн упăшкасем нихăçан та ỹсĕр пулман-и? Милицие çакланнă пулсан çак йĕкĕтĕн службинче мĕн тери пысăк йывăрлăхсем пуçланатчĕç...

- Акă, çап-çамрăк çын çар çыннине вăратрĕ те хăйĕн пỹлĕмне урăлтарма илсе кайрĕ, - ура çине тăрса хваттере кĕме хатĕрленчĕ тепĕр пенсионерка.

 - Эпир вара ăна милицие тыттарса яма хăтлантăмăр...

 - Намăс пире, питĕ намăс... - ытти хĕрарăмсем хыççăн подъездалла çул тытрĕ виççĕмĕш хĕрарăм. - Ăнсăртран ĕçсе ỹсĕрĕлнĕ салтака хваттере илсе кĕрсе вырттарни пирĕн стариксене телевизорпа футбол пăхса ларма чăрмантаратчĕ-ши вара?...

Малалли пулать

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика